Патӑрьел районӗсем каллех туйра вӑйлӑ савӑннӑ. Вӗсен савӑнӑҫне полицейскисем те асӑрханӑ.
Туй ҫыннисем машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Юрӑ-кӗвӗ хытӑ янӑранӑ, сигнал кӑшкӑртнӑ. Ҫитменнине, машинӑсен патшалӑх номерӗ пулман. Хайхискерсем транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, ытти машинӑна ҫул айккинелле хӗснӗ.
Туйри тӗп машина люкӗнчен арҫын пуҫне кӑларса шампань эрехӗн кӗленчисене пенӗ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.