Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ева Лисина хайлавӗсене яппунсем те юратаҫҫӗ, е Тӗнчене ҫӑлма илемлӗ сӑмахлӑх пулӑшать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Ахмане 06.11.2022 12:24 | 15920 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Япони тӗп хулинчи «Мичитани» издательствӑра «Ева Лисинӑн ҫырнисен пуххи: Чӑваш литературин ахахӗсем» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫин ултӑ калавӗ, пӗр эссе тата пиччӗшне халалланӑ «Хӳхлев» сӑвӑ ярӑмӗ кӗнӗ. 234 страницӑллӑ кӗнеке хуплашкине Луиза Юманкка (вӑл – Ева Лисина аппӑшӗ) ӳкерчӗкӗсемпе ӳнерленӗ. Хайлавсене чӑвашран тата вырӑсларан тӳрех яппунла куҫараканӗ – Гото Масанори. Вӑл – гуманитари ӑслӑхӗсен докторӗ (Ph.D., Human Science), Хоккайдо университетӗнчи Славян-Еврази тӗпчевӗсен центрӗн доценчӗ, социаллӑ антропологи (культура антропологийӗ) ӑстаҫи.

«Мичитани» издательствӑна 1990 ҫулта никӗсленӗ. Вӑл Японири тата ют ҫӗршыври авторсен философи хайлавӗсемпе илемлӗ литературине пичетлет, Раҫҫей авторӗсенчен уйрӑмах Чехова кӑмӑллать. Ҫавӑн пекех унта Гоголе, Пастернака, Андрей Платонова, Велимир Хлебникова тата Чарльз Диккенса, Райнер Мария Рилькӗне, ыттисене куҫарса кӑларнӑ.

Ева Лисина та Хӗвел тухакан ҫӗршывшӑн ҫӗнӗ автор мар ӗнтӗ. 2019 ҫулта ҫыравҫӑн «Ҫӗньял ачисем» повеҫӗ «Гундзося» издательствӑра ҫапӑнса тухнӑччӗ. Ун чухне те тӑлмачӑ тивӗҫне Масанори Гото пурнӑҫларӗ. Вырӑс чӗлхине вӑл Осака университетӗнче вӗреннӗ, чӑвашла вара Шупашкарта – Анна Егорова чӗлхеҫӗ пулӑшнипе – ӑса хывнӑ. Гото-сан пирӗн халӑхӑн тӗнче курӑмне, тӗнӗпе йӑли-йӗркине тӗпчесе Чӑвашра та, Японире те ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем пичетлесе кӑларчӗ. Ӑсчах пулнӑ май вӑл куҫару ӗҫне те тӗплӗ тӑвать, хайлавра тӗл пулакан кашни япала пирки автортан ыйта-ыйта пӗлет.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Ева Николаевнӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхӗпе Тухӑҫра кӑна мар, Анӑҫра та кӑсӑкланаҫҫӗ. 2017 ҫулта унӑн хайлавӗсен самаях хулӑн кӗнеки Стокгольмра «Анатри чӑвашсен юррисем» ятпа кун ҫути курчӗ. Тӑлмачлаканӗсем – Уппсала университечӗн хисеплӗ докторӗ Анника Бэкстрём тата Микаэль Нюдаль. Шутсӑр шел: Чӑваш поэзийӗн антологине те, вырӑс классикӗсене те шведла куҫарса кӑларнӑ Анника Бэкстрём кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ (чунӗ ҫӑтмахра пултӑр).

Венгри вулаканӗсем патне Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗллийӗ» 2016 ҫулта ҫитнӗччӗ, «Хӗле кӗрес умӗн» калавӗ вара «Форраш» журналта 2020-мӗшӗнче пичетленчӗ. Чӑваш ҫыравҫине мадьярла (венгрла) «калаҫтараканӗ» – ӑслӑлӑх докторӗ, археологи тата алтаистика ӑстаҫи Мелинда Такач. Пирӗн чӗлхене вӑл 2015–2016 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне килсе вӗренчӗ. Ятарласа «Ҫӑкӑр чӗлли» сӑнарӗсен ҫулӗпе утса тухрӗ, кайран ҫав калава хӑй мӗнле куҫарни ҫинчен вырӑсла тата венгрла ҫырса кӑтартрӗ.

Германире вара «Ҫӑкӑр чӗллипе» тахҫанах паллашнӑ. 2013 ҫулта тата Бонн хулинче Ева Лисинӑн «Вӗҫекен кӳлӗ» ытарӑш калавӗ кун ҫути курчӗ. Ӑна нимӗҫле Турӑ вӗрентӗвӗн докторӗ, Библи тӗпчевҫи Томас Каут куҫарнӑ.

Пирӗн ҫак шайри илемлӗ сӑмах ӑстисем пурри чунра мӑнаҫлӑх тата шанчӑк ҫуратать. Хӑвӑрах куратӑр: ку литература ҫӗршывсем хушшинчи чикӗсене те пӑхӑнмасть (Турӑ панине арчара усраймӑн): Анӑҫрисем патне те, Тухӑҫрисем патне те ҫул тупать. Тӗрлӗ халӑха пӗр-пӗрне ӑнланма, лайӑхрах пӗлме пулӑшать. Хальхи кӑткӑс саманара ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #тӗнчере, #кӗнекесем, #Япони, #лиатература

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 3925.63.6124
2022.11.06 16:25

Чӑваш академикӗшӗн Того Масаноришӗн чунтан савӑнатёп, Ева Лисинӑна пултарулӑхӗшӗн хытӑ мухтатӑп.
Пурнӑҫ малаллах, чӑваш та пушӑт чӗлли мар- тесе калас килет. Марина Карягина палиндромӗсене ют ӑстасем килӗштерсе йышӑнни те лайӑх.
Чӑваш арӑмӗ Ҫут Тӗнчене тухрӗ. Эппин, пулассин малашӗ пур!
Agabazar // 3594.49.9995
2022.11.11 11:08
Agabazar
Ева Лисина Библие çĕнĕрен чăвашла куçаракансенчен пĕри пулнă.
Петров // 1997.92.8456
2022.11.25 20:01
Вырăсла информаципе ЧГИГН сайтĕнче паллашма пулать:
http://www.chgign.ru/a/news/4953.ht ... =laworh03g7275702841

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем