Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Мулянов 70 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.11.2022 08:32 | 1096 хут пӑхнӑ
Культура
Николай Мулянов. "Чувашская Республика" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Мулянов. "Чувашская Республика" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш радиовне итлеме юратакансем Николай Мулянов сассине таҫтанах уйӑрса илӗҫ. Хама илсен, маларах эпӗ «Между Волгой и Уралом» радиожурнала итлеме питех те кӑмӑллаттӑм. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионти пурнӑҫпа паллаштаракан ҫав кӑларӑма хатӗрлеме хутшӑннисӗр пуҫне Николай Мулянов «Приглашение к диалогу», «Из сводок МВД» радиопередачӑсене йӗркелеме пулӑшать.

Шупашкарта пурӑнакансем вара ирсерен 30 ҫул ытла ӗнтӗ: «У микрофона Николай Мулянов, вы слушаете «Столичный курьер», — тенине итлеҫҫӗ.

Николай Александрович — «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпаниqӗy корреспонденчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Журналистикӑра вӑл 1978 ҫултанпа ӗҫлет, унччен вырӑс чӗлхи учителӗнче тӑрӑшнӑ.

Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскерӗн студент ҫулӗсенчен пуҫласах кун-ҫулӗ Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Николай Мулянов 70 ҫул тултарнӑ.

#пултарулӑх, #Чӗмпӗр, #журналистсем, #юбилейсем, #МИХсем, #

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3922.36.9030
2022.11.06 12:41
Agabazar
Николай Мулянов, йăнăшмастăп пулсан, радиора вырăсла çеç калаçнă. Анчах та вăл чăннипе чăвашах.

Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Пухтел — чăн-чăн чăваш ялĕ, пĕр тĕлте тутарсем пурнакан кĕтес (Кзыл-Юлдуз урамĕ) пур пулсан та.
Вулакан // 3911.50.0416
2022.11.06 22:51
Вӑл вырӑс мар-и? Вырӑсла кӑна калаҫать. Унран пӗр чӑваш сӑмах та нихӑҫан та илтмен.
Agabazar // 3922.36.9030
2022.11.07 07:23
Agabazar
Николай Мулянов — чăваш. Çавăнпа та унăн пурнăçĕ Чăваш Енпе студент чухнех çыхăннă тени самаях кулăшла.

Чăваш пулса çут тĕнчене килнĕ, çавăнпа унăн пурнăçĕ çуралнă чухнех Чăваш Енпе çыхăннă темелле. Студент чухне мар.
Agabazar // 1306.1.6971
2022.11.10 04:14
Agabazar

Вулакан // 3911.50.0416 2022.11.06 22:51Вӑл вырӑс мар-и? Вырӑсла кӑна калаҫать. Унран пӗр чӑваш сӑмах та нихӑҫан та илтмен

.
Вырӑс мар. Пухтел — чӑвашсемпе вырӑссем пурнакан ял мар. Вӑл — чӑваш ялӗ, тата унта пӗр-ик урам тутарсем пур. Мулянов — чӑваш хушамачӗ. Пухтелти чӑвашсен пӗр кӑкӗ. Анчах та кунашкал хушамат халь Чӑнлӑ районӗпех анлӑн сарӑлнӑ темелле. Район шайӗнче ун пекки пулать вӑл. Чӑнлӑ районӗн хальхи пуҫлӑхӗ те — Геннадий Макарович Мулянов. Ун пирки ҫапла каланӑ: <<Фермер Геннадий Макарович Мулянов был избран 5 июня 2019 года районным Советом депутатов большинством голосов.Он родился 13 января 1960 года в селе Старые Алгаши Цильнинского района. Закончил Ульяновский сельскохозяйственный институт, генеральный директор ООО «Новая жизнь».>> Цитата вӗҫӗ.Тепӗр енчен, Николай Мулянов пирки «вырӑсланнӑ чӑваш» теес пулсан та, кӑкӗпе пурперех чӑваш вӗт. Ыттине Нагорнов скульптортан (вӑл та ҫав Пухтелтенех) ыйтӑр, вӑл каласа парӗ тӗплӗнрех.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем