Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ.
«Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ.
Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ.
Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.