Ҫак кунсенче, тӗрӗсрех каласан, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ пулӑм пулса иртрӗ, Чӗмпӗр чӑваш шкулне хупнӑранпа хула историйӗнче пӗрремӗш хут УОЧНКА ҫумӗнче йӗркеленнӗ илемлӗ пултарулӑх театр ушкӑнӗ вырӑс ҫыравҫин Ирина Антоновӑн «Ӑслӑ арӑм» чӑвашла куҫарнӑ пьесине сцена ҫинче лартса пачӗ.
Сӑнарсене ҫак артистсем калӑпларӗҫ: ӑслӑ хӗрарӑм Матӗрне — Нина Григорьевна Назарова, салтак — Владимир Владимирович Грузин, карчӑк Груша — Мария Николаевна Журавлева, старик Ваҫҫа — Иван Алексеевич Юманов, кӳршӗ хӗрарӑмӗ Степанида — Елена Николаевна Мустаева. Пултарулӑх ертӳҫи Ираида Васильевна Гаврилова, режиссер Елена Николаевна Троянская.
Премьера вӗҫленсен сцена ҫинчен театр ушкӑнне УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев тата Халӑхсен культурисене аталантаракан тата сыхласа хӑваракан центрӑн директорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Ковшенина саламларӗҫ, артистсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Куракансем спектакльти кулӑшла сценкӑсенчен тӑтӑш кулчӗҫ, вӗҫӗнче «браво» тесе кӑшкӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.
Премьера Ульяновскри Нариманов урамӗнчи тутар культура центрӗнче пулчӗ. Пандемие пула ҫынсене спектакль курма ятарлӑ кодсӑр кӗртмерӗҫ. Эпир кун пирки социаллӑ ушкӑнсенче тата мессенджерсенче панӑ пӗлтерӳсенче асӑрхаттарнӑччӗ ӗнтӗ. Апла пулин те пурте кюар-кодпа килмен, вӗсене ТКЦ сыхлав служби зала кӗртменнипе, нумай ҫыннӑн каялла кайма тивнӗ.