Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен «Атӑл юрри» альманахӑн черетлӗ номерӗ тухрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Дана Светлова 28.12.2021 11:57 | 908 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен „Канаш“ хаҫачӗпе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн «Атӑл юрри» илемлӗ литературӑпа публицистика альманахӗ кун ҫути курчӗ. Обществӑлла редколлеги 5 (7) номере Ҫӗнӗ чӑваш алфавитне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак кунсенче хулари 17-мӗш номерлӗ наци вулавӑшӗнче унӑн хаклавӗ те иртрӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм 122 страницӑран, «Поэзи», «Проза», «Ҫамрӑк хунав», «Публицистика», «Таврапӗлӳ», «Юрӑ-кӗвӗ» пайсенчен тӑрать. Альманаха вырӑнти 27 ҫыравҫӑн илемлӗ хайлавӗсем кӗнӗ.

„Атӑл юррин“ историйӗ пысӑк. Унӑн пӗрремӗш номерӗ 1920 ҫултах тухнӑ, иккӗмӗшӗ – 1921 ҫулта. Кун хыҫҫӑн ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче наци политикин ҫӗнӗ хумӗ ялкӑшма тытӑнсан, чӑваш ҫыравҫисем „Шевле“ литература пӗрлешӗвне пухӑнсан, 2000 ҫулта тин 3-мӗш номерӗ кун ҫути курма пултарчӗ. Редакторӗ В.Ф. Ромашкин. Ҫӗнӗ ӗмӗрте вӑл — пӗрремӗш. Ҫавӑнпа номерӗ те иккӗллӗ ҫырӑнать — 1(3). 2012 ҫулта шевлеҫӗсемпе хаҫат редакцийӗ тепӗр номер кӑларчӗ — 2 (4). Редакторӗ Н.Н. Ларионов. 2019 ҫултанпа „Атӑл юрри“ кашни ҫулах — виҫӗ номер (3 (5), 4 (6), 5 (7) — вулакан патне ҫитрӗ. Редакторӗ Елена Мустаева.

— Чи малтанах УОЧНКА председательне Олег Мустаева «Атӑл юррине» пичетлеме укҫа куҫарнӑшӑн чӗререн тав сӑмахӗ калатӑп. Хальхи вӑхӑтра ҫырни пулсан та укҫасӑр вӑл ахалех ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртать. Шевлеҫӗсем те материалсене вӑхӑтра тӑратрӗҫ. «Канаш» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсемсӗр, паллах, кӑларӑм кун ҫути курас ҫукчӗ. Пирӗн ҫине пӗтӗм йывӑр ӗҫӗ тиенчӗ. Пысӑк тав ӗҫтешӗмсене, вӑхӑтне, вӑйне шеллемесӗр ҫак пысӑк ӗҫе илсе пынӑшӑн — терӗ тӗп редактор Елена Мустаева альманахӑн хаклавӗнче.

#кӳршӗре, #литература, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Чӗмпӗр, #журналсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем