Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӗмпӗрте вырӑнти чӑвашсен 6-мӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
nastya9224 28.04.2021 19:41 | 1512 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Ӗҫтӑвком пайташӗсем
Ӗҫтӑвком пайташӗсем

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ульяновскри Наци ялӗнчи „Чӑвашсен кил-ҫурчӗ“ комплексра Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн 6-мӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Пандемине пула пысӑк, нумай ҫын пухса мероприятисене ирттерме юраманнипе, конференци иртмелли вырӑн лаптӑкӗ пысӑк пулманнипе Роспотребнадзор 50 ҫынран ытла пухӑнма хушман. Конференцие УОЧНКАн районсенчи уйрӑмӗсенчен суйласа янӑ 36 делегат тата чӗннӗ хӑнасем килсе ҫитрӗҫ: область правительствинче шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Костомаров, наци ӗҫӗсене тата тӗнсем хушшинчи ҫыхӑнусене йӗркелесе пыракан упрпавлени пуҫлӑхӗ Сергей Паховский, искусствӑпа культура политикин министрӗн ҫумӗ Алена Корчагина, Ульяновск Хула Думин председателӗ И.В. Ножечкин, Чӑнлӑ, Мелекесс, Ҫинкӗл районӗсен администрацийӗсен глависем Г.М. Мулянов. С.А. Сандрюков, М.Н. Самаркин тата Тереньга район пуҫлӑхӗ П. Иванов, ЧНК вице-президенчӗ В.Г. Тяпкин.

Малтан чӗннӗ хӑнасем салам сӑмахӗсем каларӗҫ: Александр Костомаров Ульяновск область губернаторӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алексей Русских ятӗнчен саламларӗ, чӑвашсем регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине, экономикӑри тӗрлӗ тытӑмра тивӗҫлипе вӑй хунине каларӗ, ырӑ ӗҫсемшӗн пурне те тав турӗ. Наци ыйтӑвне тытса пырасси питӗ кӑткӑс та черчен ыйту пулнине палӑртрӗ. „УОЧНКА председателӗ О.Н. Мустаев ҫав политикӑна питӗ ӑста та тикӗс тытса пырать. Чӑваш автономийӗ хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсемпе регионпа Атӑл тӑрӑхӗнче кӑна мар, Раҫҫейӗпех пысӑк авторитет ҫӗнсе илчӗ“, - терӗ. Илья Ножечкин хулара чӑвашсен наципе культура автономийӗ чи хастарри те пултарулли, пур мероприятие те хутшӑнса ыттисене ырӑ тӗслӗх параҫҫӗ терӗ. ЧНК вице-президенчӗ Владимир Тяпкин Ульяновск облаҫӗнчи наципе культура автономийӗ регионта кӑна мар, Раҫҫейре те чи лайӑх ӗҫлекенни, ытти субъектсенчи чӑвашсен пӗрлӗхӗсемшӗн тӗслӗх пулнине ҫирӗплетрӗ. Чӑваш наци конгресӗн Николай Угасловӑн саламне вуласа пачӗ, „Канаш“ хаҫатӑн яваплӑ секретарьне Ирина Даниловӑна ЧНК Хисеп грамотипе наградӑларӗ. Ҫаплах Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова янӑ ҫырӑва вуласа пачӗҫ, УОЧНКАна пулӑшса пынӑшӑн министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе Артем Федорова, Виктор Мугина, Владимир Федорова, Владимир Чигакова чысларӗҫ.

6-мӗш отчетпа суйлав конференцине УОЧНКА председателӗн ҫумӗ В.П. Бабайкин ертсе пычӗ. Чи малтанах конференцин ӗҫ йӗркине йышӑнчӗҫ, ӗҫ органне суйларӗҫ – редакци, секретариат тата шутлав комиссийӗсен пайташӗсене палӑртрӗҫ. Ун хыҫҫӑн УОЧНКА председателӗ О.Н.Мустаев отчет турӗ. (Ӑна „Канаш“ хаҫатӑн 16-мӗш номерӗнче туллин пичетленӗ). Ҫырни ҫумне Олег Николаевич нумай хушса каларӗ. Тӑрӑшса ӗҫленӗ пур автономи пайташӗсене те чунтан тав турӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫитменлӗхсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Пирӗн влаҫпа тата хамӑрӑн пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеме хӑнӑхмалла, пӗрне-пӗри пур ӗҫре те пулӑшмалла. „Пирӗн ытлашши пӗр чӑваш та ҫук“, - терӗ вӑл. Область тата хула власть тытӑмӗнчи тӳресене наци ыйтӑвӗнче пулӑшса пынӑшӑн тав турӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑваш автономин ҫуртне юсама кӑҫал тинех укҫа уйӑрасса шаннине, автономи ҫуртн тытса тӑма тӑкаксем пысӑк пулнине, ӑшӑшӑн кӑна уйӑхсерен 40 пин ытлав тӳлеме тивет.

Делегатсен автономи председателӗн отчечӗ тӑрӑх ыйтусем пулмарӗҫ.

Ревизи комиссийӗн отчечӗпе унӑн пайташӗ Валентина Киргизова паллаштарчӗ. Тупӑшпа тӑкаксем пӗр-пӗринпе саплашса пынине, налук тата ытти органсем умӗнче „УОЧНКА“ общество организацийӗн парӑмсем ҫук. Грантсемпе уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗ ытларах облаҫри культурӑна, тӗрлӗ культура мероприятийӗсем ирттерме, ҫамрӑксен „Мерчен“ ансамблӗ, ача сачӗсем валли ҫӗнӗ чӑваш тумӗ ҫӗлеттернӗ ҫӗре кайнӑ. Вӗсемшӗнтивӗҫлӗ органсенче огтчет тунӐ, парӑмсем те, саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем те пулман.

Виҫҫӗмӗш ыйтупа – Устав кивелнине, ҫӗнӗ вӑхӑт Устава Федераци саккунӗн 74 тата 82-мӗш статйисемпе килӗшӳллӗн улшӑнусем кӗртмеллипе ҫыхӑннӑ. Ку ыйтупа Олег Мустаев туса калаҫрӗ. Устава икӗ улшӑну кӗртнӗ: „Пӗрремӗшӗ, хальхи саккунпа общество организацийӗнче тӑракансен пурин те пайташ билечӗ пулмалла, унта взнос тӳлесе тӑмалла. Иккӗмӗш тӳрлетӳ – облаҫра УОЧНКАн виҫӗ районти автономи уйрӑмӗсене регистрацилемелле“. КУ улшӑнусене Юстици управленийӗпе килӗштерсе Устава кӗртнӗ- терӗ.

Уставри тӳрлетӳсене пӗр саслӑн пулса йышӑнчӗҫ.

Тваттӑмӗш ыйту – УОЧНКА председательне суйласси. Икӗ кандидатура тӑратрӗҫ делегатсем – Олег Мустаев тата Владимир Грузин.

Пухӑннисем пӗр саслӑн Олег Мустаев кандидатуришӗн алӑ ҫӗклерӗҫ. Ҫапла вара малашнехи пилӗк ҫул та чӑваш обществин ӗҫ-хӗлне УОЧНКА председателӗ О.Н.Мустаев ертсе пырӗ.

Ҫӗнӗ ӗҫтӑвком йышне 2 ҫынна кӗртме, кашнишӗн уйрӑмшар мар, списокпа сасӑлама йышӑнчӗҫ. Кандидатурӑсене сасӑласа ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак ҫынсем кӗчӗҫ УОЧНКА ӗҫтӑвкомне: Павел Тимофеевич Азанов (Ульяновск), Владимир Петрович Бабайкин, Вячеслав Николаевич Буяндуков (Чукун ҫул районӗ), Екатерина Васильевна Воробьева (ҫамрӑксен комитечӗ), Юрий Николаевич Волынщиков (Майна), Ираида Васильевна Гаврилова (культурӑпа таврапӗлӳ комитечӗ), Владимир Владимирович Грузин (вӗренӳ комитечӗ), Виктор Глебович Егоров, Николай Николаевич Иванов, Николай Алексеевич Лазарев, Герман Дмитриевич Мадюков (Заволжски), Олег Николаевич Мустаев, Елена Николаевна Мустаева (литература комитечӗ), Анастасия Александровна Никитина (массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тата цифрӑллӑ технологисен комитечӗ), Наталья Геннадьевна Новоселец (халӑх алӑсталӑхне аталантаракан комитет), Петр Иванович Петров (Ленински), Анатолий Васильевич Сайдяшев (Засвияжски), Виталий Владимирович Софронов, Петр Капитонович Столяров, Анатолий Александрович Узиков (Чӑнлӑ), Елена Леонтьевна Уресметова (чӑваш хӗрарӑмӗсен комитечӗ), Артем Владимирович Федоров (усламҫӑсемпе ӗҫлекен комитет), Владимир Ильич Чигаков, Алексей Валерьевич Чугунов (спортпа физкультура комитечӗ).

УОЧНКА председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – Владимир Петрович Бабайкин.

Ревизи комиссийӗн пайташӗсене Ирина Ильинична Мишинӑна, Виктор Кузьмич Мугина, Ирина Николаевна Даниловӑна суларӗҫ.

УОЧНКАн ӗҫ органне суйланӑ кашни пайташа тӑрӑшса, пӗтӗм чунне ӗҫлеме сунса Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ 6-мӗш отчетпа суйлав конференцийӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Юлашкинчен делегатсемпе хӑнасем пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Елена ТРОЯНСКАЯ.

Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

#Чӗмпӗр облаҫӗ, #кӳршӗре, #чӑвашлӑх, #Чӗмпӗр, #конференцисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Cтаньял // 2456.33.1711
2021.04.28 22:07
Чӗмпӗрте вӗт пирӗн чун тӗвӗлнннӗ. Эппин, япӑх пулма юрамасть. Ӑнӑҫу сунатӑп.
Agabazar // 1240.08.7352
2021.04.29 10:59
Agabazar
Кăлава темелле.
николай кондрашкин // 1773.29.0105
2021.04.30 16:43

Кăлава

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем