Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗ Фурашова Елизавета Алексеевна тухтӑр утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хула Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Е.А.Фурашова хальхи Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. 1945 ҫулта Воронеж медицина институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Вӑл облаҫра неврологи службине уҫаканӗ пулнӑ, унта 35 ҫул тӗп врачра вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тепӗр 35 ҫул ахаль врачра ӗҫленӗ. Пурӗ ун медицинӑри стажӗ 72 ҫул. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 90 ҫул тултариччен Чӗмпӗр патшалӑх университетӗнче доцент пулнӑ. Пурӗ чӑваш хӗрарӑмӗ 40 ҫулта 400 невролог врач хатӗрленӗ, вӗсем хушшинче профессорсем те пур. Ун ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем те медицинӑра вӑй хунӑ, халӗ те вӑй хураҫҫӗ. Пурӗ династин медицина стажӗ 300 ҫула яхӑн. Чӑваш хӗрарӑмӗн ячӗ легендӑсем хушшине кӗнӗ.
Agabazar // 2503.82.5634
2021.07.04 15:49 | |
Чĕмпĕр облаçĕнче те материалсем нумай тухнă. Анчах пĕринче те чăваш пулнине каламан. |