Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ. Нина Яковлева Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хунар ҫутипе кӗнеке вулама юратнӑ тата колхоз театрӗ лартакан спектакльсене каҫса каясла пӑхнӑ. Театр ӳнерне шӑпах ҫавӑн чухне килӗштерме тытӑннӑ та вӑл. Мускаври ГИТИСран вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта театрта ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтанпа вӑл нумай спектакль калӑпланӑ. Ӑна халӑх юратса йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |