Республикӑра
![]() Шупашкарти Львовсем Паян Шупашкарта «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Конкурса кӑҫал 14 ҫемье хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Шупашкарта пурӑнакан Львовсем хӳтӗлерӗҫ. Икӗ куна пынӑ тупӑшӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗмлетрӗҫ. Конкурса пӗтӗмлетиччен РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Олег Машковцев Николайпа Татьяна Тихоновсене тата Эдуардпа Наталия Степановсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсемпе (ӑна пама Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ) чысларӗ. Шупашкарти Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Немиловсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫрӗҫ. Конкурса хутшӑннӑ ҫемьесенчен тӑваттӑшне 4 номинацире чысларӗҫ. «Манӑн ҫемье – манӑн пуянлӑхӑм» номинацире Пенза облаҫӗнчи Валякинсене палӑртӗҫ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» — Чулхула тӑрӑхӗнчи Шутливсене, «Ырӑ чӗре» — Самар облаҫӗнчи Филипповсем, «Куракансем килӗштернӗ ҫемье» – Мордва Республикинчи Мещеряковсем. Пӗрремӗш степеньлӗ диплома Пермь крайӗнчи 22 ачаллӑ Абакшинсем тивӗҫрӗҫ; иккӗмӗш степеньлине – Чӑваш Енри Львовсем, виҫҫӗмӗш степеньлине – Удмурт Республикинчи Корякинсем. |
Республикӑра
![]() Паян, Пӗтӗм Раҫҫейре уявлакан Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Ку йышӑну кӑҫалтан вӑя кӗрӗ. Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене шкулта апат тӳлевсӗр ҫитерессине те пӑхса хӑварнӑ. Маларах асӑннӑ тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ann-sch.lmn.su сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Халӗ вара республика ертӳҫи Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссийӗн йышне палӑртнӑ. Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Каргин, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ — Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ Валентин Смирнов ҫыравҫӑ-публицист, общество ӗҫченӗ, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хушшинче паллӑ историк пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Валентин Андреевич чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ятне халӑхра анлӑ сарассишӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Паллӑ вӗрентекенӗмӗр ҫинчен вӑл ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ нумай ҫырнӑ, ҫав шутра «Светильник разума. К 140-летию Симбирской чувашской школы», «Апостол милости Божией. Земной путь И.Я. Яковлева (1848-1930), великого просветителя России и чудотворца земли Чувашской» монографисене асӑнса хӑварма пулать. 2003 ҫултан тытӑнса Валентин Смирнов Иван Яковлевӑн халалне тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарассипе самай ҫине тӑнӑ. Паянхи куна халала 46 чӗлхене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта палатӑн ертӳҫисене суйланӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшӑннӑ. Вӑл Общество палатин ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Общество палатин ертӳҫи пулма пӗр шухӑшлӑ пулса Ванифатий Шайкина шаннӑ. Вӑл Шупашкарти юханшыв портне чылай ҫул ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Ирина Булыгинӑна, Владимир Тимофеева тата Марина Аниченковӑна суйланӑ. Палата пайташӗсен йышӗ 33 ҫынран тӑрать. Вӗсем виҫӗ ҫул ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Арсений Тарасов — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, ӑслӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ ҫын. Ӑсталӑхӗ тапса тӑрать пулин те каппайчӑк та, курнӑҫ та мар вӑл. Шурсухалсем ун пеккисем пирки калашле, ватӑпа ватӑ пек, ачапа ача пек пулма пӗлет. Калем ӑстин литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Шӑпах 1975 ҫулта Арсений Тарасовӑн пирвайхи сӑввисем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. Халӗ унӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ», «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ», «Чӑваш кӗпи» кӗнекисене ҫынсем юратса вулаҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Арсений Тарасовпа портрет-каҫ ирттерӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Портрет-каҫа вулавӑшӑн «Ютуб» видео-хостингри каналӗнче тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Правда ПФО» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарти Мускав прспектӗнче автобус хыпса илнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене 26-мӗш маршрутпа турттарнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче салонта пулнӑ 30 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пӑтӑрмах 17 сехет те 20 минутра «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура пулса иртнӗ. Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пушар хуралӗн ӗҫченӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ-ха, анчах автрбусран ним те юлман темелле. Общесство транспорчӗн кӑшкарӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ. РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Ахӑртнех, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек вырӑнне Шупашкарти Мускав районӗн прокурорӗ Николай Осипов та пырса ҫитнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне асӑннӑ надзор органӗ те тӗпчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать. Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() gazetaingush.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре 65 яш-хӗр Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ икӗ экзаменра 200 балл илнӗ. Пӗр ҫамрӑк аппеляцире хушма 1 балл илнӗ. Аса илтерер, икӗ предметпа 200 балл пухакансем ҫак шкулсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем пулнӑ: Шупашкарти 3-мӗш лицей (физика тата математика), Шупашкарти 5-мӗш гимнази (хими тата вырӑс чӗлхи), Шупашкарти 2-мӗш гимнази (вырӑс чӗлхи тата обществознани), Шупашкарти 61-мӗш шкул (вырӑс чӗлхи тата информатика), Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул (вырӑс чӗлхи тата обществознани), Канашри 8-мӗш шкул (истори тата обществознани). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Дзен|Чувашия» пабликри Инна Ильина сӑнӳкерчӗкӗсем Ылтӑн алӑллӑ та илеме туйма пӗлекен ҫынсем нимрен илем ӑсталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсем Красноармейски районӗнчи Малти Карӑкра пурӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ ял ҫывӑхӗнчи хире пӗрисем ҫамрӑк ҫемье, хӗрлӗ парӑс тата ытти тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ. Ҫамрӑк ҫемье чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсен ачи ҫӑпатапа ларать. Илеме асӑрханисем сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» пабликра вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Инна Ильина. Илемлӗ кӳлепесене кам ӑсталанине пабликра палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |