Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта 23 ҫулти хӗр полицие пырса ҫухалнӑ банк карточки ҫинчен укҫа пӗтме тытӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Счет ҫинчен 8 пин тенке яхӑн пӗтнӗ.

Йӗрке хуралҫисем ют ҫын укҫипе усӑ курма пултарнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӗсем 14 суту-илӳ вырӑнӗнче карточкӑпа тӳленӗ. Ватӑрах арҫынпа хӗрарӑмӑн сӑнӗсем видеокамера ҫине лекнӗ.

Сӑнӳкерчӗк ҫинчи ҫынсене палласа илтӗр-тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89003320737, 89279979010 е 102.

 

Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Ӗнер республикӑра ҫемье ҫавӑракансем нумай пулнӑ. Ахальтен мар, кунӗ хитре - 22.02.2022.

Ӗнер республикӑра 101 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Шупашкарта 23 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Анастасийӑпа Дмитрий 4 ҫул хӗрпе каччӑлла ҫӳренӗ. Вӗсем ҫулла пӗрлешме шутланӑ, анчах май килмен. Хитре куна курсан ун чухне ҫырӑнма шухӑш тытнӑ.

ЗАГС ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, хитре кун пӗрлешни ниме те пӗлтермест. Ҫав кун пӗрлешнисем те уйрӑлнӑ тӗслӗх нумай-мӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, пушӑн 22-мӗшӗнче, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче те ҫемье ҫаваракансем нумай пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/77495
 

Республикӑра

Чӑваш Ене Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурӑнакансем тарса килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Унти лару-тӑру ҫивӗчленсех пырать.

Донбасри ҫынсем пирӗн республикӑна ҫитнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫын килнӗ. Вӗсене «Вӑрманти юмах», «Кӗрен парӑс» тата «Надежда» санаторисене вырнаҫтарнӑ. Тарса килнӗ ҫынсене пулӑшмашкӑн республикӑра гуманитари пулӑшӑвне пухма тытӑннӑ. Ӑна пухмалли центр Ача-пӑча пултарулӑх керменӗнче (Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 14-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ. Вӑл кашни кун, вырсарникунсӑр пуҫне, 10-16 сехетсенче ӗҫлет.

Мӗн йышӑнаҫҫӗ-ха унта? Апат-ҫимӗҫ, чашӑк-тирӗк, харпӑр гигиена хатӗрӗсем, теттесем, кӗнекенсем, канцтоварсем. Ҫавӑн пекех таса шыв, ача-пача ҫимӗҫӗ, вырӑн таврашӗ, ӑшӑ тум илсе килме юрать. Анчах япаласен ҫӗнӗ, этикеткӑпа пулмалла.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫӗрулми туса илекенсен куравӗ ҫулсеренех иртет. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. «Ҫӗрулми-2022» ял хуҫалӑх куравӗ пуш уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав центрӗн территорийӗнче иртӗ.

Унта хамӑр патра тата ют ҫӗршывсенче туса кӑларакан удобренисемпе, ҫӗрулмине хӳтӗлемелли хатӗрсемпе, ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ ытти продукципе, вӑрлӑхлӑх ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ. Курава Раҫҫейӗн 24 регионӗнчен тата Беларуҫ Республикинчен 90-а яхӑн компани килсе ҫитмелле.

 

Хулара

Шупашкарти аэропорта кӑҫал юсаса пӗтерсе ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Аэровокзал халӗ те ӗҫлет-ха. Анчах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл пысӑкланса-хитреленсе кайӗ.

Аэропорта юсама Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентстви 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ирӗк панӑ. Хыҫҫӑнах унта строительсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ.

2021 ҫула аэропорт пассажирсен йышӗпе те, рейссен шучӗпе рекордла кӑтартупа вӗҫленӗ. Пирӗн патран самолётсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине, Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр таранах, вӗҫеҫҫӗ. Ҫакӑнта федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрса пулӑшни те витӗм кӳрет.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна пӗлӗшне вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш стайин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хӑйӗн кил картинче пулнӑ. Вӑл, ӳсӗрскер, хӑйӗн пӗлӗшӗпе, 45 ҫулти арҫынпа хирӗҫме тытӑннӑ. Хӗнесе пӗтернӗ хыҫҫӑн арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Вилене сарайне пытарнӑ. Вилене нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тупнӑ.

 

Персона
Ревокат Моисеев. www.gia.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ревокат Моисеев. www.gia.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольскинче пурӑнакан Ревокат Моисеев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

«Унӑн пурнӑҫӗ тата паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – саламланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев сумлӑ шурсухала. Вӑл фронтовикӑн ҫарти паттӑрлӑхне те, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ. к

Ревокат Прохорович Элтепере фронтран хӑй ҫырнӑ ҫырусене кӑтартнӑ, хӑй тӗрлӗ хаҫата ҫырса пынӑ статьясене те вӑл пухса пынӑ иккен. Тата, паллах, дипломсемпе наградӑсене.

Ревокат Моисеев Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. Колхозри счетоводра, комсомол организацийӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Патшалӑх банкӗн Ишлейри уйрӑмӗнче кредит инспекторӗнче, Мӑн Сӗнтӗрти уйрӑмӗнче управляющи пулса ӗҫленӗ. Мускаври финанспа кредит техникумӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. 1957 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Патшалӑх банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче управляющи пулнӑ.

 

Сывлӑх
bcgb.mznso.ru сайтри сӑн
bcgb.mznso.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре нарӑсӑн 21-мӗшӗнченпе кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене те QR-код пама тытӑннӑ. Чӑваш Енре кун пек майпа чи малтан илнӗ сертификат хуҫи шухӑшне пӗлтернӗ.

Мария Алексеева кӑшӑлвируспа пӗлтӗр чирленӗ. Анчах вӑхӑтра ПЦР-тест паманнипе анализ вирус пуррине кӑтартман. Нумаях пулмасть вӑл Республикӑри ӳтпе венерологи диспансерӗнче юн панӑ. Кӑтартӑвӗ Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне тепӗр кунхинех килнӗ. Унӑн организмӗнче антителӑсем пурри ҫирӗпленнӗ. Каярахпа ҫавӑнтах вӑл сертификат илнӗ.

Кунашкал майпа QR-кода ҫур ҫуллӑха параҫҫӗ. Ӑна кайран тӑсма май пулмӗ. Юн анализне вара республикӑри 16 медорганизацире илеҫҫӗ. 11-шӗ — Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 1, 4-шӗ — районсенче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77458
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран пульницӑсенче плана кӗртнӗ медтӗрӗслевсем, диспансеризаци ирттерме вӑхӑтлӑха чарнӑччӗ. Лару-тӑру йӗркеленсе пынӑ май ҫакна пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов алӑ пуснӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен медтӗрӗслев, диспансеризаци тухма юрать. Кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ ҫынсен диспансеризацине те ирттереҫҫӗ. Анчах вӗсен малтан тӗппипех сывалса ҫитмелле.

Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Раҫҫейре официаллӑ мар майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама тытӑннӑ. Ӑна илмешкӗн малтан юн анализне памалла, унта антителӑсем пуррине палӑртмалла.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви канмалли кунсенче, уявсенче, пульницӑсем мӗнле графикпа ӗҫленине пӗлтернӗ. Вӑл ахаль чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ.

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата 8-мӗшӗнче пульницӑсенче пациентсене 8-13 сехетсенче йышӑнӗҫ. Киле тухтӑра чӗнмешкӗн 12 сехетчен шӑнкӑравлама юрать.

Пушӑн 7-мӗшӗнче поликлиникӑсем шӑматкунхи графикпе ӗҫлӗҫ. Вакцинаци пункчӗсем нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, пушӑн 5-мӗшӗнче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче пациентсене йышӑнӗҫ. Пушӑн 7-мӗшӗнче – 8-19 сехетсенче.

 

Страницӑсем: 1 ... 1105, 1106, 1107, 1108, 1109, 1110, 1111, 1112, 1113, 1114, [1115], 1116, 1117, 1118, 1119, 1120, 1121, 1122, 1123, 1124, 1125, ... 4074
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 771 - 773 мм, -15 - -17 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 18

1864
162
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ.
1894
132
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1896
130
Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1919
107
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ.
1937
89
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...