Республикӑра
![]() volynonline.com сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ юман каснӑ. Ҫакна кам тунӑ? Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна шыраҫҫӗ. Канӑ виҫӗ юманшӑн вӑрман фончӗ 400 пине яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 3,3 гектар ҫӗр ҫинчи вӑрманта, Алмачкин ялӗнчен инҫех мар, такам ирӗк илмесӗрех 3 юман каснӑ. Ҫакна тункатасене кура палӑртнӑ. Ҫапла ҫав ҫын патшалӑха 394 пин те 317 тенкӗлӗх такак кӳнӗ. Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Комсомольски районӗнчи тӳре-шара коррупципе ҫине тӑрсах кӗрешме шутланӑ. Ҫавна май унта район администрацийӗн ҫуртӗнче пӗрремӗш хутра ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. Мӗн тума кирлӗ-ха ҫак ещӗк? Ахаль ҫынсем унта коррупципе ҫыхӑннӑ хыпарсене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хут ҫине ятпа хушамата, ҫырӑва каялла ямалли почта адресне кӑтартмалла. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак ещӗке килнӗ хыпарсене халӑх хушшинче сармӗҫ. Ҫӑхавсене ещӗке ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен яма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тӗлӗшпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская республикӑра 32 ҫыннӑн кашӑлвирусӑн Инди штамӗ пулнине пӗлтернӗ. Ку штама пирӗн республикӑра ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗрремӗш хутчен тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енре Британи штамӗ пуррине те палӑртнӑ. Юлашки вӑхӑтра ку 9 ҫыннӑн пулнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗнче те ҫавӑн чухлех тӗслӗх пулнӑ. Республикӑра кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ пырать. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Ене «Спутник Лайт» вакцинӑн пӗрремӗш партине кӳрсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пулӑҫ кимӗ ҫинче ҫывӑрса кайнӑ та Атӑл тӑрӑх ишнӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Куславкка» ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх кимӗ ишни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, унта никам та ҫук. Ҫӑлавҫӑсем кимӗ патне ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухма шутланӑ. Ҫитсен пӑхнӑ та – кимӗ ҫинче пулӑҫ ҫывӑрать. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ҫыран хӗрринче пулӑҫ тӑна кӗнӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эрех ӗҫнӗ те тӗлӗрсе кайнӑ. Ӑна киле ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Республикӑра
Иртнӗ вырсарникун Вӑрнара кайса килме тӳр килчӗ. Станислав Упасси хӑйӗн патне чӗнчӗ те хирӗҫлесе тӑмарӑм, Шупашкартан 91 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хула евӗрлӗ посёлока ҫул тытрӑм. Унччен эп кунта пӗрре те пулманччӗ те унта мӗн курни-илтни пирки каласа парас терӗм. Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ. Посёлок пиркиКу пурӑну вырӑнӗ хӑйӗн кун-ҫулне 1896 ҫултанпа пуҫлать пулас. Шӑп вӑл вӑхӑтра ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ тет. 1918 ҫулта кунта чукун ҫул станцине никӗслеҫҫӗ те ҫак ҫул посёлокӑн ҫуралнӑ ҫулӗ пулса тӑрать. Ятне юнашар юхакан юханшыв ятӗнчен параҫҫӗ. Пӗрремӗш пурӑнмалли ҫурта кунта 1919 ҫулта туса лартнӑ (ахӑртнех чукун ҫул йӗркеленӗ хыҫҫӑнхисене шута илни ӗнтӗ ку). 1938 ҫулта ӑна ӗҫ ҫыннисен посёлокӗ шайне хӑпартаҫҫӗ. Хулара пурӗ 10 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Чи пысӑк кӑтарту 1997 ҫулта пулнӑ — вӑл вӑхӑтра ҫынсен хисепӗ 13 пинрен иртнӗ. Ун хыҫҫӑн 2014 ҫулччен ҫынсен йышӗ чакса пынӑ, 2015 ҫултанпа вара ӳссе пырать. Пӗрремӗш сӑнавсемХуть те мӗнле япалана та мӗнпе те пулин танлаштарсан пахалама пулать. |
Персона
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 60 ҫул тултарать. Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай салинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Раҫҫейӗн патшалӑх пӗчӗк академи театрӗ ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн тӳрех К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче артист тӗрлӗ енлӗ сахал мар сӑнара ӑнӑҫлӑ та ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Паян та вӑл хальхи вӑхӑтри репертуарти нумай спектакльте вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын вилнӗ. Ӑна уйрӑм усламҫӑ савутра производство кранне ҫӳремелли ҫула тума чӗнсе илнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 62 ҫулти арҫын тӑрӑшнӑ чухне ун пуҫӗ ҫине хӑма йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ арҫын вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнсан ун пек пӑтӑрмах пулман пулӗччӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнче хулари шкулсенче 1-мӗш классене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли кӗнекене хӑтланӑ. Аса илтерер: «хальхи вӑхӑтри» чӑваш чӗлхи кӗнекине хатӗрлеме кӑҫал ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Олег Николаев Элтепер хушнӑччӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподователӗ Александр Блинов, Шупашкарта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Людмила Николаевӑпа Алина Егорова хатӗрленӗ. Кӗнекен электрон варианчӗ те пулӗ. Унта мультимеди хатӗрӗсем, интерактивлӑ ссылкӑсем тата ыттине те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫуртсен картишӗсене тата тротуарсене хӑтлӑлатма республика хыснинчен 1 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Уйӑрнӑ укҫа-тенке 26 муниципалитета пайласа парӗҫ. Вырӑнти тӳре-шаран подрядчиксемпе килӗшӳ тумалла та ӗҫе пуҫӑнмалла. Ӗҫе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тытӑнмалла та ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтермелле. Ӗҫе пуҫӑниччен проектсенче Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ ҫирӗплетӗ. ЧР Строительство министерстви укҫа-тенке мӗнле тӑкакланине, проектсене епле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ку тӗллевпе 1,2 млрд тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку укҫапа 330 объекта хӑтлӑлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheltv.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ыран оперштаб ларӑвӗнче кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗнӗ мерӑсем йышӑнма пултарӗ. Кун пирки вӑл тунтикун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. Олег Николаев канашлура кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививка тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Вӑл вакцинаци шайӗ пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне коллективлӑ иммунитет тӑвас тесен республикӑра кунсерен 6 пинрен кая мар ҫынна вакцинацилемелле. Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе 240 пин ытла ҫын прививка тунӑ. Ку - плана кӗртнӗ ҫынсен 41 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |