Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи вентиляци шахтисене тӗрӗслевсемпе час-часах ҫӳрекен ултавҫӑсем ҫинчен халӑха асӑрхаттарнӑ.
Ултав схеми ансат: вӗсем хӑйсене вентиляци шахтисене тӗрӗслекенсем тесе пӗлтереҫҫӗ, хваттерте пурӑнакансен шанӑҫне кӗреҫҫӗ те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫав ӗҫшӗн тӳлеме ыйтаҫҫӗ. Хакне 5-7 пин тенкӗ таран палӑртаҫҫӗ. Унашкал ултавҫӑсен ушкӑнӗсене Хусанкай, Кривов, Павлов мичман урамӗсенче тата Ленин проспектӗнче асӑрханӑ.
Шупашкар администрацийӗ аса илтерет: вентиляци шахтисене тасатас ӗҫ пӗтӗмӗшле ҫурта тытса тӑмалли ӗҫсен шутне кӗрет, уншӑн халӑх коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсене саплаштарнӑ чухне тӳлет. Ку пулӑшӑва уйрӑммӑн тивӗҫтермеҫҫӗ. Ҫавнашкал ултавҫӑсене асӑрхасан «102» е «112» номерпе полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.