Спорт
![]() Чӑваш Енри урхамах, Зов Предков ятлӑскер, Тутарстанра иртнӗ ӑмӑртура Элита парнине ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, ҫак урхамахӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку. Ӑмӑрту Хусанта утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршыври лашасем хутшӑннӑ. Элита парни – аслӑрах лашасен сумлӑ награди. Шӑпах ӑна Зов Предков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ытти лашасен хушшинче чи вӑйли пулнӑ. Зов Предков В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савутӗнче 2016 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫуралсанах вӑл уксахланӑ. Тухтӑрсем пулӑшнипе вӑл сывалнӑ, халӗ ав мӗнлерех ҫитӗнӳсем тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗкре улӑмран хатӗрленӗ хӗрпе лаша скульптури тупӑннӑ. Вӗсене культурӑпа кану паркне вырнаҫтарнӑ. Хӗр наци костюмне тӑхӑннӑ. Вӑл лашапа юнашар тӑрать, аллинче тулӑ пучахӗсене тытнӑ. Пӗтӗм композицие улӑмран тунӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Елчӗкри канупа культурӑпа кану паркӗнче унччен лав тытнӑ хресчен скульптурине лартнӑ. Кунсӑр пуҫне унта арман, ытти арт-объект пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн ШӖМӗн видеовӗнчен илнӗ скриншотсемпе усӑ курнӑ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленни, пули-пулми ҫынна илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Ултавҫӑ-хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать иккен. Хӗрарӑм ҫынна шанакансене паллашу сайчӗ урлӑ тупнӑ. Хӑшӗсене вӑл сипленме укҫа кирлӗ, теприсене бизнеса аталантарма кирлӗ, виҫҫӗмӗшӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшанҫи пулнӑ. Капкӑна ытларах чухне арҫынсем ҫакланнӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, улталанакансем тата та нумайрах, вӗсем полицие хальлӗхе пурте пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ. Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать), пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑччӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем, телее, шар курман. Асӑрханмасӑр пурлӑха сиенленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушара пула 250 пин ытла тенкӗлӗхшар кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, мачча ҫинче такам пулнӑ. Инкек ҫавӑн хыҫҫӑн тухнӑ. Те, шӑрпӑкпа вылянӑ ӗнтӗ, те пирус туртнӑ. Айӑплине пакунлисем тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sud74.eps74.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗр-пӗр ыйтӑва хӑвӑрт татса пама кансӗрлекен сыпӑсемпе ӗҫсене пӑрахӑҫламалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Ӗҫ тӑвакан влаҫра тата ӑна пӑханакан органсенче 2021-2025 ҫулсенче перекетлӗ технологипе усӑ курӗҫ. «Росатом» патшалӑх корпорацийӗн «Тухӑҫлӑ регион» проекчӗ ертсе пырас ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме пулӑшӗ. Чӑваш Ен ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗнче перекетлӗ производство енӗпе 53 проекта пӑхса хӑварнӑ. Вӗсемшӗн яваплисем — республикӑн Сывлӑх сыхлав, Культура, Вӗрентӳ, Ҫутҫанталӑк, Промышленность, Ял хуҫалӑх, Строительство, Транспорт, Ӗҫ, Спорт, Финанс, Цифра аталанӑвӗн, Экономика аталанӑвӗн министерствисем тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Эрех виҫесӗр ӗҫни пӗр ҫынна та ырӑ туман. Киккирикне хӗртнӗ ҫыннӑн ним ҫукранах хирӗҫме-чӑркӑшма пуҫлас йӑла пур. Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран-ха, ҫапах та ытларах чухне ун пеккисем килтисен умӗнче «паттӑрланма» юратаҫҫӗ. Канаш районӗнчи Нӗркеч ялӗнчи арҫын та ӳсӗрле харкашма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче вӑл пӗрле пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑмпа ятлаҫнӑ. Урлӑ-пирлӗ калаҫса ирттермен 35-ри вӑйпитти. Хӗрарӑма хӗнесе, 42 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() 86-90 №-лӗ саккун Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week). Ӑна кашни ҫул утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вал 18–24-мӗш кунсене лекет. Чӑн малтан ҫак мероприятисен пӗрлӗхне коммунизмла режимсен тыткӑнне лекнӗ халӑхсен шӑпи ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанхи хут ӑна 1953 ҫулта ирттернӗ, 1959 ҫулта вара ӑна саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ (Public Law 86-90 Captive Nations Week Resolution, 86-90 №-лӗ саккун). Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла. СССР арканнӑ пулин те саккуна халӗ те пӑрахӑҫламан. Хальхи вӑхӑтра ӑна ытларах енӗпе авторитарлӑ режимсен пусмӑрӗнче пурӑнакан халӑхсен шӑпишӗн тимлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра иртекен Бирмӑпа Венесуэлӑри тата Кубӑри халӑх пӑлхавӗсем ҫинчен каланӑ. Крымра пулса иртекен пулӑмсем пирки те чарӑнса тӑнӑ: унта крым тутарӗсен, украинсен тата тӗрлӗ пысӑках мар пӗрлӗхсен прависене пӑсаҫҫӗ тенӗ. СССР вӑхӑтӗнче Чуралӑхри халӑхсен эрнинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Идель-Урал патшалӑхне асӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tambovinfo.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Юлашки талӑкра 70 ҫын вирус ертнине палӑртнӑ. Кун пек кӑтарту тахҫантанпах пулман. Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 62 ҫын. Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 28641 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 26057-шӗ сывалнӑ. Юлашки кунсенче кашни кунах вилнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен вируса пула 1663 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ ӳссех пырать. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 921 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Ленинград урамӗнчи ҫурт умӗнче пӗр хӗрарӑм машина багажникӗнче автомат илсе ҫӳренине курнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм пневматика пӑшалӗ илсе ҫӳренӗ-мӗн. Кунашкал пӑшала вара упрама ирӗк илмелле мар, илсе ҫӳреме те юрать. Ҫапах ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пӑшал ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем пневматика пӑшалӗпе те асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |