![]() Харпӑр шухӑш
Политика
Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.
Ҫапла, ял халӑхӗ колхоза кӗресшӗн пулманнин «сӑлтавне» тупнӑ районти тата вырӑнти влаҫсем: пӗр айӑпсӑр ҫынсене элеклесе лагерьсене ӑсатнӑ. Политика репрессине ҫакланнисем Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнчен те пулнӑ. Чӑваш Республикинчи ФСБ Управленийӗн архивӗнчи материалсенчен ҫакӑ паллӑ: 1873 ҫулта ҫуралнӑ Петр Амосович Амосова, 1896 ҫулта ҫуралнӑ Александр Михайлович Бровкина, 1901 ҫулта ҫуралнӑ Егор Николаевич Давыдова, 1876 ҫулта ҫуралнӑ Александр Иванович Иванова, 1897 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Филиппович Иванова, 1875 ҫулта ҫуралнӑ Митрофан Иванович Кондрашкина, 1895 ҫулта ҫуралнӑ Александр Маркович Маркова, 1890 ҫулта ҫуралнӑ Роман Львович Пидюкова, 1879 ҫулта ҫуралнӑ Лаврентий Сергеевич Сергеева, 1911 ҫулта ҫуралнӑ Александр Леонтьевич Степанова, 1880 ҫулта ҫуралнӑ Леонтий Степанович Степанова, 1884 ҫуралнӑ Алексей Семенович Столярова, 1899 ҫулта ҫуралнӑ Петр Федорович Яковлева тӗрлӗ ҫуллӑха лагерьсене ӑсатнӑ. Нумай ҫул иртсен иртсен тин вӗсен таса ячӗсене тавӑрнӑ. Пирӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи ҫирӗп хуҫалӑх тытакан 60 ытла хресчене «кулак» тесе судпа айӑпланӑ. Ҫак айӑплава Палтиелӗнчен Виктор Михайлов, Сергей Юманов, Мирон Журавлев, Ирҫе Тӗккинчен Михаил Урланов, Иван Камзин, Савастьян Никоноров, Александр Камзин, Шӑмӑршӑри Петр Хомуткин, Евдокия Иванова, Пуянкассинчи Иван Угарин, Михаил Андреев, Энтӗрьелӗнчи Иван Кириллов, Шамккайри Сергей Красильников, Вырӑс Чукалӗнчи Василий Рубцов, Максим Рубцов, Андрей Симурзин, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи Степан Ефремов, Николай Малафеев, Федор Антонов, Василий Ильин, Степан Савельев, Игнатий Антонов, Анат Чаткасри Егор Мартынов, Яков Мартынов, Яков Мартынов, Николай Еремеев, Екатерина Кузьмина, Захар Семенов, Кивӗ Чукалти Венедикт Ильин, Иван Мандрюков, Петр Мандрюков, Михаил Малеев, Федор Малеев, Степан Чамеев, Патирекри Николай Карсаков, Василий Муллин, Васанти Николай Измуков, Константин Поляков, Сидор Андреев, Ярӑславри Владимир Фомин тата ытти хресченсем хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле тӳссе-чӑтса ирттернӗ. Ҫӗпӗре ӑсатнисенчен нумайӑшӗ каялла тӑван яла таврӑнайман. Шӑмӑршӑ райӗҫтӑвкомӗн (РИК) 1931 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнчи 27-мӗш номерлӗ протоколӗпе (питӗ вӑрттӑн протокол) ҫав ҫулхи июнь уйӑхӗнче 100 ытла ҫынна арестлесе Улатӑр тӗрмине ӑсатнӑ. 1931 ҫулхи августра милици конвойӗпе ҫак ҫынсене Йӗпреҫри чукун ҫул станцине илсе пынӑ. Тепӗр ҫур уйӑхран вӗсене ҫемйисемпех тавар (выльӑх) турттаракан вакунсене чышса-тӗртсе кӗртсе Ҫӗпӗре илсе кайнӑ. 1937 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗнче сӗм ҫӗрле Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнчи 67 ҫулти Николай Савельева тытса кайнӑ. Ӑна Совет влаҫне хирӗҫ калаҫнӑ тесе айӑпланӑ та Свердловск облаҫне лагере ӑсатнӑ. Николай Сергеевич йывӑр асапа тӳсеймесӗр лагерьтех ҫӗре кӗнӗ. Архиври документсемпе паллашатӑп та, чун ҫӳсенсе илет. Мӗн чухлӗ пулнӑ вӗт-ха вӗсем, пӗр айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынсем! Ҫапах та кайран вӗсен таса ячӗсене тӳрре кӑларнӑ. Анчах та вилнӗ ҫынсене: «Эсӗ — айӑпсӑр, эсӗ — таса!» — тесе калаймастӑн. Вӗсен ачисемпе мӑнукӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем пирки ыррине пӗлни те лайӑх. Кун пек хӑрушӑ йӑнӑшсем урӑх нихӑҫан та ан пулччӑр. Ҫӗр-шыв историйӗнчи куҫҫульпе йӗпеннӗ хура страницӑсем архивсенче ҫеҫ упранса юлччӑр.
Ив.САЛАНДАЕВ. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |