Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхне Тутарстанри куракансем пӑхса савӑнайӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче артистсен ушкӑнӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче пулӗ. Унта вӗсем «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мухтанатпӑр) программӑпа кайма палӑртнӑ. Программа премьерине Чӑваш Енри куракансене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ. Чӑваш артисчӗсем сцена ҫине паллӑ композиторсен хайлавӗсемпе, илемлетнӗ халӑх юррисемпе тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Кунта, ахăртнех, Дрожжановский тенине курнă та, çавăнпа аптраса ÿкнĕ пулас.
Çĕпрел районĕ темелле.
Пирĕнпе юнашарах вăл, Шăмăршă çумĕнче.