Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.12.2021 05:06 | 717 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Шупашкарти Черновсем ҫемйи. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти Черновсем ҫемйи. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ.

Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ.

«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем.

Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ.

#чыславсем, #ҫемьесем, #Элтепер, #конкурссем, #Шупашкар, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Улатӑр районӗ, #Канаш районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Куславкка районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем