Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ҫемьесене тата амӑшӗсене патшалӑх награди парӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.08.2021 06:01 | 5497 хут пӑхнӑ
Спорт
zivizd.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
zivizd.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, республикӑри икӗ ҫемьене тата тӑхӑр амӑшне патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.

Ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Владимир Михайловичпа Галина Михайловна Ижедеровсене тата Елчӗк районӗнчи Петр Николаевичпа Марфа Михайловна Падуевсене чыслама йышӑннӑ.

Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн «Анне» амӑш мухтавӗн паллипе Красноармейски районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Леонидовна Владимировӑна, Куславкка районӗнчи пилӗк ача амӑшне Нина Павловна Кирилловӑна, Тӑвай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Светлана Анатольевна Константиновӑна, Вӑрнар районӗнчи пилӗк ача амӑшне Людмила Геннадьевна Ксенофонтовӑна, Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр ача амӑшне Ольга Викторовна Матлаша, асӑннӑ хулари пилӗк ача амӑшне Валентина Михайловна Мешковӑна, Ҫӗмӗрлери пилӗк ача амӑшне Татьяна Юрьевна Мотовӑна, Канаш районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Николаевна Наумовӑна, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Валентина Николаевна Плисовӑна чыслӗҫ.

#ҫемьесем, #орденсем, #чыславсем, #Элтепер, #хушусем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ҫӗмӗрле, #Тӑвай районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Елчӗк районӗ, #Куславкка районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Тӑвай районӗ, #Красноармейски районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем