Тинех синоптиксем пире савӑнтарҫҫӗ! Умра – шӑрӑх кунсем. Анчах аслатиллӗ ҫумӑрсем те пулӗҫ.
Ҫитес кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуса ҫитӗ. Хӗвел ҫинче 30 градус пекех туйӑнӗ. Ҫапах шыва кӗме тӑхтамалла-ха. Атӑлти шыв 11 градус таран ҫеҫ ӑшӑннӑ.
Чи ӑшӑ кун эрнекун пулӗ. Ун чухне аслати те кӗмсӗртетӗ. Шӑматкун та ҫумӑр ҫукалӗ. Вырсарникун уяр тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 8-9-мӗшӗсенче сивӗтес хӑрушлӑх пур.