Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарта иртен-ҫӳрен, водительсем тӗлӗнмелле пулӑма асӑрханӑ. «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм ҫулпа утнӑ. Ун ҫинчи труҫҫи ҫеҫ пулнӑ. «Про Город» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. Машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине труҫҫи ҫеҫ тӑхӑннӑ хӗрарӑм тухнӑ та утнӑ. Вӑл ҫынсем патне пырса, водительсене хӑйне вӗлерме ыйтса кӑшкӑрнӑ, ҫапса хӑварма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл вокзал еннелле утрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта Ҫамрӑклӑх бульварӗнче 17 сехет хыҫҫӑн инкек пулнӑ – 2 ҫулти арҫын ача 10-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Арҫын ача пӳлӗмре пӗчченех, аслисемсӗр, юлнӑ. Хайхискер балкон ҫине тухнӑ, чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та тухса ӳкнӗ. Йывӑр сурансене пула пӗчӗкскер тӳрех вилнӗ. Следовательсем вырӑна тухнӑ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Университет» микрорайонти бульвара И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ Лев Кураковӑн ятне пама йышӑннӑ. Йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Шел те, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑсчах-экономист, патшалӑх деятелӗ Лев Пантелеймонович чирлесе пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Вӑл 77 ҫулта пулнӑ. Лев Кураков ЧПУра 19 ҫул ректор тивӗҫне пурнӑҫланӑ /1990-2009 ҫулсем/. Ҫавӑн пекех вӑл депутат, Федераци Канашӗн пайташӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, Патшалӑх Канашӗн председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ukrainianwall.com сайтри сӑн Сехет йӗпписене куҫармалла-и е ҫук-и? Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ, парламент итлевӗ пулӗ. Унччен республикӑри хуласемпе районсенче ҫак ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Сӑмах май, 2018 ҫулхи ҫулла Патшалӑх Канашӗнче ку ыйтӑва ҫӗленӗ. Ун чухне пур министр та сехет йӗппине куҫарассине хирӗҫ пулнӑ. Ҫав ҫулах ку ыйтӑва Чӑваш Енӗн общество палатинче пӑхса тухнӑ. Унта та чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑ. Палӑртмалла: халӗ хӗвел ирхи 3 сехет ҫурӑра тухать, каҫхине 8 иртни 20 минутра тӗттӗмленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне Игорь Улангин художник тата кӗнеке кӑларакан Библиотекӑсен кунӗ умӗн паха парнепе савӑнтарнӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫав ҫын хӑйӗн «Free poetry» издательствинче 2020 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ «Ниже сна» кӗнекене парнеленӗ. Пурӗ — 34 экземпляр. Унӑн авторӗ — Польша поэчӗ Кшиштоф Шатравский. Сӑвӑсене Евгения Доброва вырӑсла куҫарнӑ. Автор ыйтнипе кӗнекесене республикӑн хулисемпе районӗсенчи вулавӑшсене ҫитерсе парӗҫ. Кшиштоф Шатравский (1961 ҫулта ҫуралнӑ) – эссеист, культуролог, литература тата музыка критикӗ, тӑлмач, Польша писателӗсен ассоциацийӗн президенчӗ, Варми тата Мазур университечӗн профессорӗ, ҫыравҫӑ. Нимӗҫ, акӑлчан, еврей, вырӑс чӗлхисенчен куҫарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗнче эрнере 5 кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ. Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна ҫӗртмен 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл шӑматкуна лекнӗрен тунтикун та кантарӗҫ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленмелле. Кӑҫал Республика кунӗ кӗҫнерникуна лекет. Регионти саккунпа килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Анчах Раҫҫейри филиалсем, урӑх хулари компанисем ӗҫтешӗсене хӑйсен кӑмӑлне кура кантараҫҫӗ. Ҫапах ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кансан та тепӗр кун тулли ӗҫ кунӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен пӗр уйӑхран та катӑлчӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл районсемпе хуласенче те иртӗ. Унта Раҫҫейре ӳкернӗ фильмсемпе пӗрлех Индире, Беларуҫра, Польшӑра, Францире, Чехинче тата Данире калӑпланисене кӑтартӗҫ. Этника тата регионсенчи кино программине Чӑваш Енри, Чечняри, Калмӑк Республикинчи, Пушкӑртстанри, Бурят Республикинчи, Якут Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тутарстанри, Байкал тӑрӑхӗнчи, Свердлов облаҫӗнчи тата Тыва Республикинчи 17 ӗҫ кӗнӗ. Кинофестиваль программинчи фильмсене Шупашкарта ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар, Пӑрачкав, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Элӗк районӗсенче пурӑнакансене те тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Максим Жучин Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ худрук ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа ӗнер худканашӑн ларӑвӗнче культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова паллаштарнӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫинче Максим Жучин тимлеме тытӑннӑ. Культура учрежденийӗнче Максим Юрьевича пӗлеҫҫӗ. Унччен вӑл театрта тӗп режиссёрта тӑрӑшнӑ. Максим Жучин Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче «вокал искусстви» тата «музыка театрӗн режиссёрӗ» специальноҫсене алла илнӗ. Мариинкӑри тата Михайловский театрсенче, Питӗрти Камера музыка театрӗнче, унти Оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — Питӗрти консерваторин опера хатӗрлевӗн кафедрин преподавателӗ, ученӑй канашӗн яваплӑ секретарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Дуняша Style» фолк-ушкӑн нумаях пулмасть Питӗрти фестивальтен таврӑннӑ. Чӑваш Енри ӑста коллектив халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери музыка фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ мероприяти Славян культурин кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, иртнӗ. Фестивалӗн гала-концерчӗ «Сибур Арена» спортпа концерт комплексӗнче пулнӑ. Фестиваль кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртнӗ. 2016 ҫулта ӑна Совет Союзӗн Геройӗ, Валентина Терешкова космонавт, СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Нилов пуҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра фестиваль попечителӗсен шутӗнче — «Справедливая Россия» парти ертӳҫи Сергей Миронов, Рф Патшалӑх Думин халӑх хушшинчи ӗҫемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Леонид Слуцкий, Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нелли Кобзон тата ытти политик, усламҫӑ, общество ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енри районсене ҫулпа ҫыхӑнтарасшӑн. Ҫакӑн пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Владимир Осипов министр хӑйӗн докладӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, регионти ҫулсене урапа ҫулӗпе ҫыхӑнтарнине пӗтерсе асфальт сарасшӑн. 2021 ҫулта Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан муниципалитетсем хушшинчи ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ проекта хатӗрлесе пӗтермелле. Приоритетлӑ тепӗр объект — Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.