Хулара
![]() kbrria.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм телефонне таксире хӑварнӑ та пӗтӗм укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Унра вара таваршӑн тӳрех тӳлемелли программа пур. Телефона хӑварнине вӑл тӳрех сиснӗ, такси службине шӑнкаравланӑ. Анчах лешсем ят-шывне пӗлтерме хирӗҫленӗ. Ҫапах ҫав таксистӑн номерне вӑл вӗсенчен илнех. Шӑнкӑравланӑ та лешӗ тытман. Тепӗр кунхине хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Унӑн счечӗсем ҫинчен пӗтӗм укҫи – 667 пин тенкӗ – ҫухалнӑ. Вӑл телефонӗ ҫине пароль лартман ҫав. Телефона ун хыҫҫӑн ларнӑ пассажирсем илнӗ-мӗн. Вӗсем банк сарӑмне кӗме пин-кода тӗрӗс ҫырнӑ. Хӑйсем питне хуплас тесе маска, хура куҫлӑх тӑхӑннӑ. Ку ҫӗрле пулнӑран таксист вӗсене астуса юлнӑ. Вӑрӑсене тупнӑ. Укҫана вӗсем тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Трактор савучӗсем» концерн Шупашкарта ҫӗнӗ йышши тракторсем кӑларма пуҫлӗ. Ҫав енӗпе Раҫҫейӗн Промышленность министерстви унччен конкурс ирттернӗ. Концерн производствӑн ҫӗнӗ хӑвачӗ ҫине тухӗ. Ҫулталӑкра 8 пин ял хуҫалӑх тракторӗ кӑларма пуҫласшӑн. Кашни техникӑн двигателӗн хӑвачӗ — 40-90 лаша вӑйӗ. Ку производствӑна уҫни ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парӗ. 500 ӗҫ вырӑнӗнчен пуҫласа 700 ӗҫ вырӑнӗ таран пулӗ. Пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ, урапаллӑ тракторсем кӑларассине Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗртнӗ. Унӑн хакӗ — 2 миллиард тенкӗ ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче, Йошкар-Олара, Чӑваш Енрен тухнӑ генерал лейтенантӑн Станислав Вороновӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Курав Историпе археологи музейӗнче ӗҫлет. Пултаруллӑ ҫав ҫын 1957 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Хурасанта ҫуралнӑ. Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Унӑн ӗҫ биографийӗнче район прокуратуринчи, Чӑваш Ен прокуратуринчи должноҫсем те пур. 1982 ҫулта ентешӗмӗр патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине те ертсе пынӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Йошкар-Олара художникпа тӗл пулнӑ. Ҫав йышра Тимӗр Тяпкин та пулнӑ. Вӑл К. Иванова халалласа 1991 ҫулта СССР банкӗ кӑларнӑ юбилей укҫине Археологипе истори музейне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ачасем уҫӑлма кайнӑ та таврӑнман. Каҫхи 11 сехетре амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене ирхине хулара балкон айӗнче тупнӑ. Хӗрарӑм полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, 9-ти тата 13 ҫулти ывӑлӗсем йытӑпа уҫӑлма кайнӑ та таврӑнман. Унччен ачасем ҫӗрлечченех уҫӑлса ҫӳрени пулнӑ-ха. Киле таврӑнманни вара – ҫук. Полици, нимеҫӗсем ҫӗрӗпе вӗсене шыранӑ, путвалсене, чартаксене пӑхнӑ. Ирхи 8 сехетре вӗсене тата йытта Пионерсен урамӗнчи балкон айӗнче тупнӑ. Арҫын ачасем киле таврӑнма хӑранӑ-мӗн, киле час таврӑнманшӑн амӑшӗ вӑрҫасран шикленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова паян сӑмах ӑстисен палӑкӗсем пирки сӑмах хускатнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче сӑмах хускатнӑ, ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхне ҫирӗплетме чӑваш ҫыравҫисен вил тӑприйӗсем ҫинчи палӑксене ӳкерсе илсе вырнаҫтарнӑ. Лидия Ивановна пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑксен шӑпи пирки пӗлтӗрех, «Капкӑн» сатира журналне йӗркеленӗ Иван Мучи юбилейне хатӗрленнӗ чухнех сӑмах хускатнӑ. Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пытарнӑ ҫыравҫӑсен палӑкӗсем япӑхни пирки хула влаҫӗсем патне ҫыру та ҫырнӑ иккен. Ҫӑва ҫинче шӑматкунлӑх ирттернӗ-ха. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрмеленсе, ҫурӑлса пӗтнӗ палӑксем патне хальлӗхе никамӑн та алӑ ҫитеймен. Кӑҫал, ав, чӑвашсенчен халӑх поэчӗ ята пуҫласа тивӗҫнӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине уявлӗҫ. Ирӗксӗрех палӑк пирки те аса илӗн. Лидия Филипповӑна Иван Мучин, Хумма Ҫеменӗн, Иван Ивникӑн, Николай Шелепин, Илле Тӑхтин, Даниил Эльменӗн тата ыттисен палӑкӗсен тӑрӑмӗ пӑшӑрхантарать. «Патшалӑх политиксӗр, е, тен, депутатсен пулӑшӑвӗсер май ҫуках-тӑр», — тесе шухӑшлать Лидия Филиппова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ. Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ. Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ. Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет. Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ. Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ. Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ. |
Персона
![]() Геннадий Константинов Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. 35-ри арҫынна мӑшӑрӗ, аппӑшӗ шырать. Полицие те пӗлтернӗ вӗсем. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Геннадий мӑшӑрӗ патне ҫыннӑн телефонӗнчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл киле Шӑмӑршӑна килме хатӗрленнине каланӑ. Геннадин телефонӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Черкизово метро патӗнче вӑл ҫынран телефон ыйтса арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа вӑл кӗскен ҫеҫ калаҫнӑ. Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен. Уйрӑм паллисем: сулахай айккинче операци тунӑ йӗр пур, тепӗр енче – пиҫсе кайнӑ йӗр. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан полицие шӑнкӑравласа хыпарлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Малтикасра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, 11 сехетре икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ ҫемье кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫулӑм малтан пӗр пӳрте ярса илнӗ, унтан теприн ҫине куҫнӑ. Пӗрремӗшӗнче ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ, иккӗмӗшӗнче – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын. «Ҫунса кайнӑ ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫемьери ача чӗртсе янӑ теҫҫӗ. Пушарта ҫунса вилекенсем пулман пулмалла», - тенӗ халӑх корресподенчӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. 15 сехет ҫурӑра вӗсем унтах пулнӑ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Малашне Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче куҫман пурлӑх патшалӑх реестрӗнчен выписка та илме пулать. Ҫӗнӗ электронлӑ сервиса РФ Цифра министерствипе Росреестр хута янӑ. Анчах документа илме порталта учетлӑ ҫыравӑн ҫирӗплетни пулмалла. Вӑл харпӑр кабинета электронлӑ документ пек килет. Ӑна Росреестрӑн должноҫри сӑпачӗ тӗрӗслесе алӑ пусать, пичет те пулать. Документа илнӗшӗн Росреестр палӑртӑ чухлӗ укҫа тӳлемелле. 2022 ҫул вӗҫне порталта Росреестрӑн массӑллӑ пӗтӗм пулӑшӑвне пама тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.