Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: мулкачсем

Тӗнчере
(с) pixabay.com
(с) pixabay.com

Нидерландра экологи ӑсчахӗсем фермерсене хӑлхаллӑ сӑтӑрҫӑсен нушине ӑнланса вӗсене валли альтернативлӑ апат вырнаҫтарма сӗннӗ. Кун пирки «Агро XXI» ял хуҫалӑх порталӗ хыпарлать.

Нидерландри пӗтӗм лаптӑкра 2022 сунар тапхӑрӗнче кроликсене тытмӗҫ. Кунсӑр пуҫне, Гронинген, Лимбург тата Утрехт провинцийӗсенче мулкач тытма чарнӑ. Ҫакнашкал йышӑнӑва Ҫутҫанталӑкпа азот министрӗ Кристианна ван дер Валь тунӑ, ун шучӗпе асӑннӑ чӗрчунсен йышӗ хӑрушлӑхра тӑрать.

Сунарҫӑсен ассоциацийӗсем азот министрӗпе килӗшесшӗнех мар – Сунарҫӑсен патшалӑх пӗрлӗхӗ Ваарденбург бюропа пӗрле ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх Нидерландри мулкачсен шучӗ малтанхинчен икӗ хута яхӑн пысӑкрах пулса тухнӑ.

Тӗпчев ҫакна та кӑтартса панӑ: мулкачсем — питӗ ӑслӑ чӗрчунсем, вӗсем хӑйсен пурнӑҫ йӗркине Нидерландри пек ҫынсем йышлӑн пурӑнакан вырӑнпа адаптациленӗ, апатланма вӗсем, тӗпрен илсен, ҫӗрле, ҫынсем кансӗрлемен чухне, тухаҫҫӗ.

Фермерсен уйӗсем — мулкачсемшӗн юратнӑ тӑранмалли вырӑн, тӗслӗхрен, вӗсем вӑрмантан тӳрех сахӑр кӑшман уйне тухаҫҫӗ те ҫулҫисене пӗр ҫӳллӗш таран ҫиеҫҫӗ, хӑш чухне ӳсентӑранӑн ӳсмелли вырӑнне те кӑшласа кӑлараҫҫӗ, ҫавна пула ӳсентӑран типсе ларать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын