Раҫҫейре
![]() Хальхи вӑхӑтра ача-пӑчаллӑ ҫемьесене патшалӑх пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшать. Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗн укҫине парас йӑла тахҫанах пурнӑҫа кӗчӗ ӗнтӗ. Халӗ тата ашшӗсене те ҫав укҫана пама йышӑннӑ. Ара, пурнӑҫа пӗлмелле мар-ҫке. Амӑшӗ вилсен тӑлӑха тӑрса юлакан ачасем те пулма пултараҫҫӗ е тата ӗҫке ерсе ачисене амӑшӗ пӑрахнисем. Ун пек лару-тӑрура йӗркеллӗ те яваплӑ ашшӗсем ывӑл-хӗрне хӑйсем тӗллӗн ӳстереҫҫӗ. Амӑш укҫине парасси ҫинчен калакан сертификата 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачисене пӗччен ӳстерекен е 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн, енчен пепкен амӑшӗ Раҫҫей ҫынни мар тата вӑл вилнӗ е ӑна амӑш правинчен хӑтарнӑ пулсан ашшӗсене параҫҫӗ. Амӑшӗн капиталӗ халӗ пӗрремӗш ачашӑн 483,8 пин тенкӗпе, иккӗмӗшӗшӗн 639,4 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Донбасс ачисем Чӑваш Ене сывлӑха ҫирӗплетме килеҫҫӗ. Донбасс тӑрӑхӗнчи Горловка хулинчи ачасене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Реабилитаци центрӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йышӑнать. Центра сывлӑх енчен хавшак ачасене реабилитаци тухма илсе килеҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт) ыркӑмӑллӑх фончӗ «Помощь детям Донбасса» (чӑв. Донбасс ачисене пулӑшасси) проектпа килӗшӳллӗн пулӑшать. Учрежденире хальлӗхе 22 ача реабилитаци витӗр тухнӑ. Ӗнер Реабилитаци центрӗнче Горловка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Приходько пулнӑ, учрежденипе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян 13 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче иртсе ҫӳрекен ҫынсен, ахӑртнех, сехри хӑпнӑ. Ара, унта чӳречерен ҫамрӑк тухнӑ та стенаран мӑкӑрӑлса тӑракан вырӑнта тӑнӑ. Ку улттӑмӗш хут ҫӳллӗшӗнчен пулса иртнӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем килнӗ. Вӗсем пусмапа усӑ курса ун патне хӑпарнӑ. Пушарнӑйсем ҫамрӑка каялла хваттере чӳречерен кӗме пулӑшнӑ. Мӗн тӗллевпе тухнӑ вӑл унта? Паллӑ мар. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() avtorinok.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн администрацийӗ валли машинӑсем туянасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Администраци валли ултӑ «Тойота Камри» машина кирлӗ. Аукционри малтанхи хак – 12 миллион та 829 пин те 800 тенкӗ. Апла пӗр машина 2,1 миллион тенке кайса ларӗ. Аукцион хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пуссан машинӑсене 7 кунра илсе килмелле. Вӗсене Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлне илсе ҫитермелле. Унччен унта Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ. Халӗ вӑл – Республикӑри патшалӑх влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен служба. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри икӗ спортсмен Токио хулинче иртекен Олимп вӑййисене кайӗҫ. Вӗсем - Владислав Поляшовпа Елена Герасимова гимнастсем. Командӑра – ултӑ ҫын: 3 хӗрарӑм тата 3 арҫын. Валентина Родионенко тренер пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр спортсменӑн сывлӑх тӗлӗшӗнчен кӑлтӑк сиксе тухсан ҫеҫ улшӑнусем пулма пултарӗҫ. Палӑртмалла: Новосибирск хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей Кубокӗ вӗҫленнӗ. Владислав Поляшовпа Елена Герасимова унта лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ, ҫавӑнпа вӗсене ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Токиора Олимп вӑййисем пӗлтӗр иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула ӑна кӑҫала куҫарнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫланса ҫурлан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров та ҫитсе курнӑ. Ӑна унта хисеплӗ ят панӑ. Николай Васильевич Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакна ӑна районӑн социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн панӑ. Палӑртмалла: Николай Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял ҫук ӗнтӗ, ӑна «Химпрома» тунӑ чухне пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫанталӑк шӑрӑх тӑнипе, ҫавна май пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑя кӗнӗ. Ҫавна май пушара хирӗҫ режимӑн 4-мӗш тата 5-мӗш класӗ пулсан ҫынсен вӑрмана кӗме ирӗк ҫук. Асӑрханӑр: ҫанталӑк шӑрӑх тӑрсан пушар тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьелте Ми-2 вертолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Сӑмах май, унашкал вертолета ултӑ ҫул каялла Шӑнкӑртам ялӗнче вырнаҫтарнӑ. Патӑрьелти вертолета РФ Паттӑрне Николай Гаврилов тӑрӑшнипе лартнӑ. Палӑртмалла: Ми-2 вертолет – Совет Союзӗнчи техника. Ӑна М.Л.Миля 1960-мӗш ҫулсенче шухӑшласа кӑларнӑ. Производство пӗтиччен, 1992 ҫулччен, пӗтӗмпе 5400 вертолет туса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумне Александр Граблюка ӗҫрен кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ пулма ӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Асӑннӑ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑччӗ. 2018 ҫулта Юрий Акиньшин полпреда ӗҫрен кӑларсан ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха Александр Граблюк пурнӑҫланӑччӗ. Паян, ав, вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ. Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта. Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |