Чӑвашлӑх
![]() mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе пӗлтӗтенпе пирӗ республикӑра ҫӗнӗ уяв туса хунӑ. Чӑваш тӗррин кунне ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ку куна чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ. Чӑваш тӗррин кунне халалласа Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн К. Чуковский ячӗллӗ вулавӑшӗ «Многоцветие чувашской вышивки» (чӑв. Чӑваш тӗррин нумай тӗсӗ) онлайн-акци ирттерессине пӗлтернӗ. Унта хутшӑнас тесен асӑннӑ вулавӑшӑн тата Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн «Контактри» страницисене ҫырӑнмалла. Ун хыҫҫӑн вӗсенчи ятарлӑ фотоальбома сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалла. Вӗсене #МногоцветиеЧувашскойВышивкиЧуковкаЧебоксары #Библ21 хештегсемпе палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |