Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне Элтепер Тав хучӗпе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.11.2021 17:11 | 1100 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Николай (Аҫтахар) Плотников Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗн Ольга Тимофееван архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Николай (Аҫтахар) Плотников Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗн Ольга Тимофееван архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав хучӗпе чысланӑ.

Аҫтахар Плотниковӑн чӑваш халӑхӗшӗн туса ирттерекен капашсӑр пӗлтерӗшлӗ те ырми-канми ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пурте пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Пӗр пуслӑх ӗҫе хӑшӗсем пек ҫӗр тенкӗлле сутакан ҫын мар вӑл. Апла пулин те унӑн кулленхи тӑрӑшулӑхне асӑрхакансем те пур. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхине цифровизацилессинче «Яндекс.Куҫаруҫӑна» 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхи лекни пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Чӑн та, Николай Плотников ертсе пыракан ушкӑн малтанласа 250 пин ытларах мӑшӑр пухма пултарнӑ пулсан, паян ҫав цифра 1 миллионран иртнӗ.

Сӑмах май каласан, хастар чӑваш арӗ Тимӗр Тяпкин Аҫтахара «чӑвашсен Билл Гейтсӗ вӑл» тесе хаклать.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Николай Плотниковӑн тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе палӑртмалла тесе ҫӳллӗ шайра сӑмах хускатакансем те пулнӑ.

#Элтепер, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #чыславсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CWIGjfRrgRL/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер // 1144.2.4005
2021.11.16 20:25
Республика Пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçнӑ чухне Микулай Плотникова та аса илтĕмĕр.Хăйĕн укçипе сайт тытса кăна тăрать мар Яндекс куçаруçăпа мĕльюн сăмаха çитни пирки пĕлтрсен Олег Николаев савăнчĕ.Кайран мининформ министăрĕпе курса калаçма тÿр килчĕ ку ыйтупах.Грантпа пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ вăл.
Базиль Кириллов // 2621.19.5120
2023.11.06 21:47
Пĕлес килет, çак ĕçре сана цифрăлакан министерство мĕнпе те пулин пулăшса пырать-и? Сăмахпа пулашаççĕ-ха вĕсем, анчах ĕçпе пулашаççĕ-и? Кун пирки, тен, ятарласа статья çырмалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем