Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ патне ҫырупа тухнӑ (пирӗн редакцире пур) — вӑл ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ уявра чӑваш чӗлхи янраманнишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. «Мана тата театра пухӑннӑ ытти нумай сумлӑ ҫына ӗнерхи «уявра» МӖН тӗлӗнтерчӗ те чунран тарӑхтарчӗ-ха?.. «Уявӑн» пӗрремӗш, официаллӑ, пайӗнче Чӑваш Сӑмахӗ пачах та янӑраманни тата сценӑна илемлетнӗ чух Чӑваш Чӗлхипе пачах та усӑ курманни!» — ҫырнӑ хӑйӗн ҫырӑвӗнче Валери Туркай. Чӑваш Енӗн культура министрӗ те, финанс министрӗ те, Патшалӑх Канашӗнче килнӗ Рафинов та хӑйсен сӑмахӗсене каланӑ чухне чӑвашла пӗр сӑмах та каламанни пирки пӑшӑрханать ҫыру авторӗ. Валери Туркай шучӗпе чӑваш чӗлхине хисеп туманни Светлана Каликовӑпа ҫыхӑнӑ. «Ман шутпа, С.А. Каликова хӑйӗн пуканӗ ҫинче лармасть», — пӗтӗмлетнӗ Валери Туркай хӑйӗн ҫырӑвне. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |