Персона
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Матрена Сергеевна Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Матрена Сергеевна 1942 ҫулта ҫара кайнӑ, Амур ҫинчи Комсомольск хулинче лекнӗ. Вӑл 596-мӗш батальонра ҫанталӑка сӑнакан пулнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш хӗрарӑмӗ Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ. Киле вӑл 1945 ҫулта сержант званийӗпе таврӑннӑ. Унтан кладовщикре, ял канашӗн секретарӗнче, поварта ӗҫленӗ. Матрена Сергеевна пӗтӗмпе 50 ытла ҫул ӗҫленӗ, 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнать, 11 мӑнукӗшӗн, вӗсен 14 ачишӗн савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |