Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Эдуард Бахмисова Ҫеҫпӗл премине пама йышӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.09.2022 19:03 | 1109 хут пӑхнӑ
Персона
www.chgign.ru тата Николай Плотников сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж
www.chgign.ru тата Николай Плотников сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова 2022 ҫулшӑн Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши премине пама йышӑннӑ. Аса илтерер, фонд ертӳҫи — Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай.

Эдуард Константиновича Ҫеҫпӗл Мишши премине пама йышӑннин сӑлтавӗ — «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн ӗҫлени, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывни».

Эдуард Бахмисов 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра пӗлӳ илнӗ. Пӗр вӑхӑт Тутарстанри шкулсенче ачасене географи вӗрентнӗ.

1990 ҫулта ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ пулма йыхравланӑ, 1994 ҫулта Чӑваш наци музейӗн директорӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Эдуард Бахмисов Шупашкарти Сӑра музейне тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейсене уҫассипе нумай ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

#Тури Чакӑ, #ят-сум, #премисем, #культура, #Патӑрьел районӗ, #Сиктӗрме, #Тутарстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 3190.30.5381
2022.09.21 16:40
Чаплӑ ял вӑл Аслӑ Чакӑ,
Бахмиса пирки вӗт ҫакӑ.

Лайӑхланчӗ чӑваш ялӗ -
Бахмисра унри вӑй- халӗ!

Тӑрӑшни шывпа юхмасть -
Пултӑн Ҫеҫпӗлпе ыхлаҫ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем