Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.
Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.
Валентин // 2853.75.4819
2022.09.21 23:34 | |
Звенигово хули Тутарстанра мар,Мари Эл Республикинче вырнаҫнӑ... | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2022.09.22 12:46 | |
Шуланкӑ (Звенигово) Тутарстан хули тесе ҫырман-иҫ… |