Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Профессилле пӗрремӗш чӑваш юрӑҫӗ ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.08.2022 04:11 | 1913 хут пӑхнӑ
Персона
gap.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gap.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кун хыҫҫӑн кун сисмесӗр иртет те пурнӑҫи хӑш-пӗр саманта асӑрхамасӑр та ирттерсе яратпӑр пулӗ. Хӑшӗсем пирки кая юлса пулин те чарӑнса тӑрасах килет.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Васильев (01.08.1882-16.02.1974) юрӑҫ, педагог, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ.

Иван Васильевич — чӑвашсен профессилле пӗрремӗш юрӑҫӗ. Хальхи Тутар Республикинчи Чӑваш Чураппан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Пермьри музыкӑпа педагогика институтӗнче вӗреннӗ.

Вӑл баритон сасӑпа юрланӑ. Чӑваш патшалӑх театрӗн управляющийӗ, Радиокомитетра юрӑҫ пулсак ӗҫленӗ, Ашхабадри тата Шупашкарти музыка училищисенче вӗрентнӗ. 1957-1974 ҫулсенче Питӗр хулинче пурӑннӑ.

#Пермь, #астӑвӑм, #юрӑҫсем, #Чӑваш Чураппан, #Тутарстан, #Чӗмпӗр, #Хусан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4782.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3850.84.3366
2022.08.03 10:48
Agabazar
Кунта «пĕрремĕш» мар, пĕрремĕшĕсенчен пĕри тесен вырăнлăрах.
Тимӗр Акташ // 3566.95.9061
2022.08.03 11:57
Ун ҫинчен, унӑн арӑм ҫинчен вулама пулать: Тани Юн. Иртнӗ кунсем-ҫулсем: асаилӳсем. Иккӗмӗш, хушса тӳрлетнӗ кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013; Тани Юн. Дни и годы минувшие. Воспоминания. Перевод З. В. Романовой. Чебоксары: Чуваш. книж. изд-во, 2021.
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.04 13:48
Agabazar
Асăннă асаилÿре унăн арăмне «баронесса» тенĕччĕ пулас. Паллах, ырлас шутпа мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем