Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ. Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ. Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче вӑйлӑ ҫиле тӳсеймесӗр темиҫе ҫӗрте тимӗр карта тӳнсе кайнӑ. Кун пирки «Руль умӗнче» портал Инстаграмра паян, пӗр сехет каярах пӗлтернӗ. Тимӗр хӳме Модӑсен ҫурчӗ тӗлӗнчи парковкӑра тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче хӑпартакан нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче чалӑшса кайнӑ. Ҫак хыпара вуланисенчен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе паян ҫанталӑк, чӑн та, алхасса кайнӑ. Теприсен шучӗпе строительсем айӑплӑ – вӗсем ӗҫе ҫиелтен тӑваҫҫӗ, тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем строительсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Епле тӳлеҫҫӗ – ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ. Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ. Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ. Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси. Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() worldofmeat.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр республикӑра кашни ӗне пуҫне укҫа панӑччӗ. Кӑҫал та ку йӑлана малалла тӑсасшӑн-мӗн. Анчах тӳре-шара калаҫнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхинчен 100 тенкӗ ытларах тӳлесшӗн. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Ведомство кӑҫал та ӗне усракансене укҫан пулӑшма сӗннӗ. Пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр ку виҫе 100 тенкӗ сахалрах пулнӑ. Пӗр выльӑхшӑн – 2300, икӗ выльӑхшӑн 3300-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах выльӑхшӑн 4300-шар тенкӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Йӗпреҫ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ, тепри ҫулӑмпа сиенленнӗ. Шел те, вилекенсем те пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. 12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине усал хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Пурнӑҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта виҫӗ ҫуртра «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫуртсен хуҫисем вилнӗ. Арҫын 1959 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ, хӗрарӑм 1932 ҫулта кун ҫути курнӑскер. Вӗсен виллисене пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫӳп-ҫапа асӑрханмасӑр ҫунтарнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() infpol.ru сайтри сӑн Республикӑра 7 ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Уншӑн тухтӑрсем кӗрешнӗ. Уйрӑмах – икӗ пульницӑри икӗ хирург. Ачасем ӑнсӑртран пӳлӗм алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Арҫын ачан хулпуҫҫи ҫинчи артери сенленнӗ. Ку ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни минут хаклӑ пулнӑ. Арҫын ача вилме е алӑсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургне Андрей Драгунова чӗнсе илнӗ. Икӗ хирург операцие вӑхӑтра туса ӗлкӗрнӗ. Юна чарнӑ, аллине сыхласа хӑварнӑ. Халӗ арҫын ача хӑйне чиперех туять, сывалса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карцев-Починок ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку ҫӗрле пулса иртнӗ. Ҫак ялта харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Регионти Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерсен 32 ҫулти арҫыннӑн тата 24-ри хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ. Ведомство халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатать. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта ҫӗрле виҫӗ харпӑр ҫурт ҫунни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран 13 сехетре, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ӳнер музейӗнче Варнава митрополит ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Камӑн пырса курас килет – тархасшӑн, кӗтеҫҫӗ. Куравра Варнава владыка пирки каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем, чиркӳ тата пашалӑх наградисем пулӗҫ. Килекенсем влыдка хӑй аллипе тунӑ митрӑна та (пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр) курайӗҫ. Ҫавӑн пекех Варнава митрополит кӗлтунӑ турӑшсем пулӗҫ. Курав ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. «Эпӗ Чӑваш Ене юратрӑм, Чӑваш Ен мана юратрӗ», - тенӗ яланах владыка. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамӑксен театрӗнче чӑваш чӗлхине, наци культурине тата ӳнерне аталантарассине сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсемпе, артистсемпе, художниксемпе, дизайнерсемпе тата композиторсемпе иртнӗ тӗлпулӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. «Чӑвашла хаҫатсем тата журналсем тухса тӑраҫҫӗ, радиопа телекурав чӑвашла хыпарлаҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫа чӑваш киновӗ ытларах та ытларах кӗрсе пырать. Ку вӑл пӗтӗмпех — тӑван чӗлхене аталантармалли никӗс. Анчах пирӗн талпӑнмалли пур-ха. Ача пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине тата культурине ӑша хывтӑр тесен ун тавра чӑваш чӗлхи пулмалла. Ку енчен пирӗн пурнӑҫламалли чылай-ха, — тенӗ Олег Николаев. — Кунта хуласенчи урамсенче чӑвашла ҫырассине, тӗрлӗ меропиятире чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те кӗртмелле». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |