Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче сивӗ пулчӗ. Шупашкарта сывлӑш температури вӑтамран 8 градус пулчӗ. Ку нормӑран 6 градус сивӗрех. Паян кӑнтӑрла кӑштах ӑшӑтнӑ, ирхине 3-4 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ. Кунашкал ҫанталӑк юнкунччен пулӗ. Ытларикун ҫапах 13-15 градус таран ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере 1 тӑваткал метр ҫине 10 литр шыв ӳкме пултарӗ. Канмалли кунсенче «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнере вара сывлӑш 23 градус таранах ӑшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Етӗрнери агротехникум ҫумӗнче ачасен цифра вӗренӗвӗн «ИТ-куб» ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. «ИТ-кубра «Программирование на Java», «Программирование на Python», «Программирование роботов», «Мобильная разработка», «Кибергигиена и работа с большими данными», «Системное администрирование» енсемпе вӗрентӗҫ. Ачасене 24 специалист, 12 наставник ӑс парӗ. Вӗсем квалификацие ӳстернӗ ӗнтӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре халӗ 3 ИТ-куб. 2019 ҫулта Канашра уҫӑлнӑ, пӗлтӗр – Вӑрнарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн-мӗшӗнче, Эдуард Фомин чӗлхеҫӗ 50 ҫул тултарнӑ. Ӑсчах 1971 ҫулта Красноармейски районне кӗрекен Именкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫулччен чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн журналистикӑпа стилистика кафедринче ассистентра тата Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн корресподентӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн электронлӑ информаци хатӗрӗсен кафедрин вӗрентӳҫинче ӗҫленӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӑй хурать. Аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Алексей Валентинович 2000 ҫулта диссертаци хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru-chp.livejournal.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ӑна пӑрахӑҫламалла имӗш. Ҫапла вӑл палламан ҫынна 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, хӗрарӑм тӑванӗсене те ҫапла тума сӗннӗ. Пиччӗшӗ 340 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тивӗҫлӗ канури амӑшӗ – 145 пин тенкӗ ытла. Ҫапла майпа ҫемье ултавҫӑсене 900 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Вӗсем ҫемье патне 30 ытла номертен шӑнкӑравланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольги Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Аса илтерер: поэт тата прозаик ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫӗнче Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Семендер тата Светланы Асамат, Людмила Сачкова, Василий Кервеня, Галина Матвеева, Раиса Воробьёва, Лидии Ковалюк ҫыравҫӑсем тата ытти хӑна чылай ӑшӑ сӑмах каланӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Культурӑллӑ шӑматкун» пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ. Ҫав кун 11 сехетре театр артисчӗсем Василий Павлов, Светлана Савельева, Александр Пӑртта Инстаграмра тӳрӗ тӳрӗ эфира тухӗҫ, вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вулӗҫ. ҫав кунах 17 сехетре театрта «Небесная команда» фильма тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() clinica-opora.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 32064 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 29095-шӗ сывалнӑ. Ку 90,9 процентпа танлашать. Кӑшӑлвирус диагноз ҫирӗпленнӗ кашни 16-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шел те, вилекенсем ҫаплах нумай. Юлашки талӑкра 9 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус 2063 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 74 ҫын ҫак вируспа чирленӗ. 67 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче 906 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк ача ӑнсӑртран хваттерте питӗрӗнсе ларнӑ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем 2 ҫулти пепкене пулӑшма ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав каҫхи 7 сехетре ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ачи хваттерте ӑнсӑртран питӗрӗнсе ларнӑ, аслисем алӑка хӑйсем тӗллӗн уҫайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» наборпа алӑка уҫма пултарнӑ. Ача пӳлӗмре ларнӑ, унпа нимӗн те пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре «Record» радио калаҫма тытӑнӗ. Ӑна 101.5 ФМ хум ҫинче итлеме май килӗ. Асӑннӑ хум ҫинче мларах «Авторадио» калаҫнӑ. Малашне вӑл 104.2 ФМ диапазона куҫӗ, «Радио родных дорог» (чӑв. Тӑван ҫулсен радиовӗ) холдинга кӗрӗ. Сӑмах май, «LoveРадио» та хӑйӗн хумне улӑштарӗ. Ӑна 97.3 ФМ диапазонта шырамалла. Асӑннӑ улшӑнусем юпа уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пулса иртессине пӗлтереҫҫӗ. «Record» радио пирки каласан, вӑл – Раҫҫейӗн ташӑ радиостанцийӗ. 1995 ҫулта уҫӑлнӑскере Раҫҫейӗн 160 ытла хулинче тата Кӑркӑстанра итлеме пулать. Унӑн тӗп музыка формачӗ — Dance CHR тата EDM. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |