Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Статистика
![]() HeadHunter хатӗрленӗ ӳкерчӗк Ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ тупса парас тӗлӗшпе ӗҫлекен HeadHunter онлайн-лапам пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсен йышӗ самай ӳснӗ. Ку кӑтарту 9,1%-па танлашнӑ. Апла пулин те Атӑлҫи Федераллӑ Округра Чӑваш Ен чи малта мар. Удмурт Республикин ҫак кӑтарту тата та пысӑкрах. Ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ унта 15,7% ӳснӗ. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ Республикинче, Самарпа Чулхула облаҫӗсенче вакансисен шучӗ пирӗн республикӑран ытларах йышланнӑ. Атӑлҫи Федераллӑ Округа илес пулсан ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ вӑтамран илсен 7,4% ӳснӗ. Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре ӑслӑлӑхпа вӗренӳ сферинче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ самай нумайланнӑ (+47,5%) — ҫакӑ ӗнтӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне банк сферинче (+22,7%) тата «инсталляци, сервис» професси тытӑмӗнче (+25,6%) ӗҫлекенсем ытларах кирлӗ пулнӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |