Ҫулла вӗҫленсе пырать. Шыва кӗрекенсем вара халӗ те пур. Ара, ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать.
Паян каҫхи 7 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Атӑл хӗрринче ҫын виллине асӑрханӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна шывран илсе тухнӑ. Ку Афанасьев пляжӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын путса вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.