Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Дементьев урамӗнчи 15-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш ҫуртӑн подьезчӗ умӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Хӑй 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Agabazar // 1384.6.2416
2022.08.14 14:05 | |
Пётр дементьев — 20 çул хушши СССР авиаци индустрине ертсе пынă. Чăваш. Генерал-полковник-инжженер. Икĕ хут Социализмла Ĕç геройĕ.