Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чулхулара автобус водителӗсем ҫитмеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.09.2022 11:27 | 791 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Чулхулари автобус. nn.ru сайт сӑнӗ
Чулхулари автобус. nn.ru сайт сӑнӗ

«Нижний Новгород Онлайн» портал Чулхулари пӗр водительпе калаҫнӑ. Автобус рулӗ умӗнче 30 ҫул патнелле ларакан ҫын Чулхула облаҫӗн тӗп хулинче пассажирсене турттарас ӗҫри чи пысӑк ҫитменлӗхсем ҫинчен каласа панӑ.

Автобус водителӗсене ытларах енӗпе ӗҫ укҫин виҫи тивӗҫтермест иккен. Норма тӑрӑх уйӑхне 176 сехет ӗҫлемелле, анчах 50 пин пулин те ӗҫлесе илес тесе водительсем руль умӗнче 250–300 сехет те ирттереҫҫӗ.

Чулхулари тепӗр ҫитменлӗх: рейсра автобуссен йышӗ кирлинчен сахалрах пулни. Интервью илнӗ водитель каланӑ тӑрӑх, унӑн маршрутӗнче 10 автобус ӗҫлемелле, анчах чи лайӑх вӑхӑтра та ҫиччӗшӗ ҫеҫ ҫула тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑваттӑн ӗҫлени те пулкалать имӗш. Ҫакӑ саппас пайсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Автобус гарантире пулсан саппас пайне савут ярса парать, ытти чухне вара вӗсене туянма пассажирсене турттаракан предприятийӗн укҫа ҫук. Паркра 130–135 автобус, анчах рейссене ҫӗртен сахалрах тухаҫҫӗ.

Водительсене уйрӑмах ватӑ ҫынсем питӗ килӗшмеҫҫӗ иккен — вӗсене тӳлевсӗр турттарма тивет. Парка таврӑннӑ хыҫҫӑн миҫе проезднойлӑ ҫынна е пенсионера турттарнине пӗрре те шута илмеҫҫӗ имӗш. Уйрӑмах ватӑ ҫынсене турттарасран уйрӑм ҫын ҫине ӗҫлекенсем хӑтӑласшӑн. Пенсионерсем вӗсен автобусне ан асӑрхаччӑр тесе вӗсем глушилкӑсем лартаҫҫӗ.

Маршрут вӗҫӗнчи чарӑну вырӑнӗсенче туалетсем ҫуккишӗн водитель ытлашши пӑшӑрханмасть иккен — тула кайма юрӑхлӑ вырӑн пур кӗтесре те пур тет. Туалетсем ҫукки хӗрарӑмсемшӗн ҫеҫ (калӑпӑр, кондукторсене) йывӑр.

Портал палӑртнӑ тӑрӑх ҫак ҫитменлӗхсене пула Чулхулара водительсем ҫитмеҫҫӗ. Вакансисен йышӗ икҫӗре ҫитет. Апла пулин те интервью илнӗ водитель (вӑл хӑйӗн ятне калас темен) ӗҫе пӑрахасшӑн мар — вӑл мӗн ачаран автобус рулӗ умӗнче ларма ӗмӗтленнӗ.

#ӗҫ укҫи, #автобуссем, #транспорт, #Чулхула, #кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем