Грипран ҫулсерен вакцинӑланни инсультран сыхлама пултарать. Испан ӑсчахӗсем 40 ҫултан аслӑрах 86 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ обсерваци тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туни пирки Science Daily ҫырать.
Тӗпчеве хӑй ирӗкӗпе хутшӑнакан 14 пин ытла ҫын хӑй вӑхӑтӗнче пуҫ мимине юн пыми пулнине чӑтса ирттернӗ. Ыттисен вӑл нихӑҫан та пулман.
Ӑсчахсем инсульт умӗн икӗ эрне маларах та пулин кам-кам грипран прививка тунине тишкернӗ. Унтан миҫе ҫулта пулнине тата ытти чирсене шута илнӗ. Кӑтартусене тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн вакцинӑланнисен инсульт аталанас хӑрушлӑх 12% пӗчӗкрех пулнине курнӑ. Пневмонирен тӑвакан вакцина унашкал усӑ паман.
Тӗпчев обсервациллӗ пулнӑран ӑсчахсем шӑпах та грипран прививка туни инсульт хӑрушлӑхне чакарать тесе калаймаҫҫӗ. Хальлӗхе икӗ пулӑмӑн ҫыхӑнӑвне ҫеҫ асӑрханӑ. Тӗплӗрех пӗтӗмлетӳсем тума информацие ытларах пухмалла.