Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсенчен сыхлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.01.2022 22:37 | 1125 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ
fbm.ru сайтран илнӗ сӑн
fbm.ru сайтран илнӗ сӑн

Шӑккалат усӑлӑхӗ пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах тухтӑрсем ҫине-ҫинех ӑна епле ҫимелли ыйту патне таврӑнаҫҫӗ, вӑл организмшӑн ытла та усӑллӑ пулнине ӗнентереҫҫӗ. «Актуальные новости» (чӑв. «Ҫивӗч хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиологсем ҫак анлӑ сарӑлнӑ пылака ҫини чӗре сывлӑхне тата пӗтӗм чӗрепе юн тымарӗсен системине пулӑшать тесе пӗлтернӗ.

Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, эрне хушшинче 28 грамм шӑккалат ҫини чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене 18% чакарать. Унсӑр пуҫне сикчевлӗ аритмие тата ытти тӗрлӗ чӗре чирӗсене аталантарас хӑрушлӑха чакарать. Сӑмах кунта кокао виҫи 70% каярах мар шӑккалат ҫинчен пырать, мӗншӗн тесен организма усӑ кӳрекенни — шӑп кокао шутланать те. Унсӑр пуҫне тӗксӗм е йӳҫӗ шӑккалатра, сӗтлипе танлаштарсан, сахӑрпа ҫу сахалрах. Паллах ӗнтӗ, ӑна виҫеллӗ ҫимелле, мӗншӗн тесен вӑл калориллӗ апат шутланать тата унра ҫӳлерех асӑннӑ сахӑрпа ҫу пур. Гипертонипе аптӑракансемшӗн те ҫак пылак ҫимӗҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен юн тымарӗсенчи шыҫҫа чакарать тата иммунитета ҫирӗплетет. Куллен тата виҫеллӗ пахалӑхлӑ шӑккалат ҫини, ҫакӑ темле парадоксла илтӗнет пулин те, диабет аталанма пултаракан хӑрушлӑха чакарать.

#шӑккалат, #сывлӑх, #апат-ҫимӗҫ, #чирсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3307.23.0383
2022.01.14 07:44
Agabazar
28 г. мĕн чухлĕ вăл?
2022.01.14 11:52
Аçтахар Плотников
Шӑккалат ҫиекен хуравлать: пӗри 90 грамм таять пулсан — апла пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем