Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Хыпар» кӑларӑмӗсен шӑпине сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.09.2022 07:54 | 1329 хут пӑхнӑ
Культура
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Общество канашӗн ларӑвӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсен шӑпине сӳтсе явнӑ.

«Цифра» медиа вӑйлӑ аталаннӑ саманара пичет кӑларӑмӗсене ҫӗнӗ йышши МИХсемпе тупӑшса ӗҫлеме ҫӑмӑл мар. Самана таппинчен юлас мар тесен тӗнче тетелне куҫма тивет.

Республикӑра хаҫат вулакансен йышӗ те чакнӑ иккен. Ятарлӑ ыйтӑм пӗтӗмлетӗвне ӗненсен, халӑхӑн 12 проценчӗ ҫеҫ ҫӗнӗ хыпарсене хаҫат урлӑ пӗлсе тӑрать.

Ларура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хальлӗхе кӑларса тӑракан «Хресчен сасси» тата «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсене «Хыпар» хаҫатра тата район хаҫачӗсенче ятарлӑ страницӑсем уйӑрса парсан аван, Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ вара хаҫатҫӑсене радиора автор кӑларӑмӗсем хатӗрлеме сӗннӗ.

#хаҫатсем, #чӑвашлӑх, #культура, #МИХсем, #Цифра аталанӑвӗн министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 2126.50.7868
2022.09.19 10:40
Ҫӗтӗк кӗрӗке саплани ҫеҫ ку..
Пахалӑхпа кирлӗлӗхе пӑхса чӑвашла хаҫат-журнала ирӗке кӑлармалла. Тымарне аякра шырами!
Сӑлтпавӗ вулакан ҫуккинче-ши? Мӗншӗн ҫук интернетра та,
пичетре те эппин?
Вулакан // 1000.6.9972
2022.09.19 10:43
Экономи те кирлӗ. Анчах, майрисемпе те ют ҫынсем чӑваш кӑларӑмсене кӑна чакараҫҫӗ...
Каллинмаллин // 1784.63.5833
2022.09.20 11:03
Чуххăммăн хăтланаççĕ мар-и? Тиражĕ-тăкакĕ мĕн чухлĕ, типографи, почта мĕн чул хырса илет, хут хакĕ тата ытти пирки ним те шарламан. "Капкăна" хупнă чух та çаплах пулнăччĕ. Ун чух та комисси шутĕнче çавсемех ларнăччĕ пулмалла: Данилов, Комиссаров. Вĕсене "алай-алай" тесе ларнишĕн унта хаваспах йыхравлаççĕ, вĕсемпе ĕçлеме капашсăр"çăмăл". Эппин, нимле çиччĕ виçмесĕрех мăка хачăпа касса татаççĕ.
Неравнодушный // 1784.63.5833
2022.09.21 09:40
Странное это министерство: совсем недавно пыталось возложить на Вашуркину обязанность рулить всеми районками. Причина - мы по-чувашски ни бельмеса. Теперь об этом забыли, поняли, что это - глупость. Теперь новую забаву нашли. Задумайтесь, в целом по министерству ни один сотрудник вторым государственным языком не владеет. Вот это да, вот это наводит на размышление!
Аноним // 2775.87.2449
2022.09.21 17:11
Вашуркинине кăларса ямалла - вара пĕтĕмпех йĕркелле пулать пирĕн.
Атнер // 1726.84.3785
2022.09.22 12:24
мӗльюн чӑваш, хаҫат тӑван чӗлхепе 4 пин ҫын ҫырӑнать, хамӑр та пӗрмай ыйткаласа кӑна ларатпӑр
2022.09.22 14:09
Аçтахар Плотников
4 пин вара ҫын мар-им?
Базиль Кириллов // 1784.63.5833
2022.09.22 15:17
То, что кровью и потом создавал А. Леонтьев, ветшает из года в год. Интересно, что Сам думает об этом? Не хочет ли он вернуться на прежнее место?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем