Канмалли кунсем хыҫҫӑн, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, республикӑра суту-илӳ центрӗсене QR-кодпа кӗртме тытӑнӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская ытти хӑш-пӗр вырӑна та ҫак кодпа кӗртме пуҫламашкӑн сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – суту-илӳ объекчӗсем, санатори-курорт таврашӗ, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан объектсем, пенси фончӗ, финанс организацийӗсем, почта, МФЦ, спортзалсем, влаҫ органӗсен зданийӗсем.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн потребрынок ӗҫченӗсен пурин те вакцинациленмеллине палӑртнӑ. Суту-илӳ центрӗсем вара QR-кодпа кӗртме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫлӗҫ.