Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑшӑлвирусран прививка тумаллисен списокне анлӑлатас шухӑшлӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнвӗсен министерстви те ку сӗнӗве ырлать иккен.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑш-пӗр регионта обществӑлла апатлану предприятийӗсем ҫеҫ мар, мӗнпур суту-илӳ сфери QR-кодсене тӗрӗслет». Тепӗр майлӑ каласан, суту-илӳ центрӗсене те тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ. Тавар туянакансен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтаҫҫӗ.
Прививка тутарма никама та ӳкӗте кӗртме хӑтланмалла мар, вакцинаци тутармаллисен списокне анлӑлатмалла. Ҫапларах татса каланӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин Роспотребнадзор сӗнӗвӗпе килӗшнине палӑртса.