Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑвашлӑх
![]() zivsosh1.ru, cheboksari.bezformata.com, chuvrdub.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксенчен Тасия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене суйласа илмелли конкурс пирӗн республикӑра ҫулсеренех иртет. Ун пек йышӑнӑва Чӗваш Енӗн Правительстви 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи конкурс комиссийӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне ҫак ӗҫсем кӗнӗ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырусенчен Николай Ишентейӗн «Алюш эрешӗсем» ӗҫне суйласа илнӗ. Уншӑн хыснаран 50 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли Владислав Николаевӑн «Сӑр хӗрринче Ҫӗнтерӗве туптанӑ» алҫырӑвне ырланӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли вара — Елена Чекушкинан (Елен Нарпи) «Телей патне пин ҫухрӑм» ӗҫне. Асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |