Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлине Чӑваш халӑх сайчӗ те вӗҫӗмех пӗлтерсе тӑрать. Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская кӑшӑлвируспа чирлисене ҫеҫ мар, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсене те больничнӑй памаллине пӗлтернӗ.
Луговская каланӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тата Ӗҫ министерствин, ҫавӑн пекех Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн пӗрле пулса тишкермелле.
«Больничнӑй панин хисепӗ чирленисен тата вӗсемпе хутшӑннисен йышӗнчен сахалтарах пирӗн», – тенӗ Луговская.
Роспотребнадзор хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирленисемпе ҫыхӑннӑ ҫынсене те больничнӑй памалла.
Agabazar // 6861.1.5034
2021.10.30 02:37 | |
Больничный лист тенине чăвашла çавăрттарса калаймастпăр, çапах темсем шутласа кăларам пекки туса кукшаккайланатпăр. | |
