Паян «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенче Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан хыпарсем пичетленнӗ. «Ҫыхӑнура» форум «ӑнӑҫлӑ» вӗрентӳ хыҫҫӑнхи шӑв-шав хыҫҫӑн директора ӗҫрен кӑларса яман-ши тесе пуҫ ватать.
Нумаях пулмасть шкулта тренировка иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм-вахтёр шкула «пырса кӗнӗ» хӗҫпӑшаллӑ ҫынна пусса ӳкернине шкул сайтӗнче тата соцсетьсенче каласа кӑтартнӑ, кайран вӑл хыпарсене хуратнӑ. Анчах информаци шырав ҫӑлкуҫӗсен кэшӗнче упранса юлнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен кӑларса яни пирки хыпара уҫӑмлатма май килмен, мӗншӗн тесен вӗренӳ учрежденийӗнче каникул пырать. Телефона вахтер ҫеҫ тытнӑ.
Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗнче «Ҫыхӑнура» форума йышӑнӑва ҫырӑнма е ыйту хуравне 30 кун кӗтме сӗннӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче каярах хуравлама шантарнӑ-мӗн те телефона тек тытман.
Ют // 1303.25.4957
2021.11.01 14:51 | |
Мӗн пирки шутлан, мӗн кӗтен ҫавви пулать. Ман шутпа ыр шухӑшпа пурӑнса ачисене ыррине вӗрентмелле, пример кӑтартмалла. Кунта тӗслӗх шкул ачи валли пек туйӑнать |