Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шкулсенче «Виҫӗ хӗвел» фильм кӑтартаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 14.09.2021 20:31 | 1240 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Енри шкулсенче «Виҫӗ хӗвел» (вырӑслаТри солнца) ятлӑ кӗске метрлӑ фильма кӑтартаҫҫӗ. Ӑна шкул ачисем хут пухса тунӑ укҫапа ӳкернӗ.

«Вести.Чувашия» телекурав пӗлтернӗ тӑрӑх, макулатура пуҫтарма 286 шкул хутшӑннӑ.

Фильма Шупашкарта, Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра тата Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче ӳкернӗ.

Кӗске метрлӑ кинолента чӑваш халапӗсемпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарать, ҫынсене юратма вӗрентет теҫҫӗ ӑна ӳкернисем.

Фильм сценарисчӗ тата режиссёрӗ – Елена Дубровская. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кинолентӑна «Киноуроки» (чӑв. Киноуроксем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ӳкернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн 37 кинолента ӳкернӗ, пӗтӗмпе 99 фильм ӳкерме тӗллев лартнӑ.

«Виҫӗ хӗвел» фильма Раҫҫейри мӗнпур шкулта класс сехечӗсен вӑхӑтӗнче кӑтартӗҫ.

Сӑмах май каласан, виҫӗ хӗвел пирки юмах-халап ытти хӑш-пӗр халӑхӑн фольклорӗнче те тӗл пулать.

#Шупашкар районӗ, #чӑвашлӑх, #культура, #вӗренӳ, #шкулсем, #ачасем, #шкулсем, #уроксем, #Канаш районӗ, #Ҫӗнӗ Мами, #энокомплекссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1550.38.9738
2021.09.14 20:41
Agabazar
Пифагор теореми пирки чăвашла фильм кăтартăр. Атту ялан халлап та юмах, юмах та халлап....
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.15 15:02
Мен тери армак-чармак челхепе çырнă.
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.15 15:35
"Виҫӗ хӗвел" фильмов... Ним вырӑнне те хумасть автор ӗӗвулакана. Лӗпӗр-лепӗр ҫырса хунӑ хыҫҫӑн вуласа та пулин пӑхачсӗ...
Хуларан // 8380.4.4730
2021.09.17 21:41
Кёске МЕТРЛӐ, ёхха! 99 сантиметрлӑ-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем