Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?» вӑйӑ урокӗ иртнӗ. Ачасем тӗрлӗ станцире пулса хӑйсем чӗлхене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ.
Иван Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума суса тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ культура ҫуртӗнче муниципалитет шайӗнчи фестиваль пулса иртнӗ.
«Чунтан савӑнса та хӑпартланса таврӑнтӑм ҫак уявран. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе калас килет, тӑвансем, — тесе ҫырнӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Людмила Семёнова-Ульянова.
Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкулта акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Физер уроксенче Иван Яковлевпа паллаштарасшӑн.
«Чӑваш Енри ҫулталӑк учителӗ – 2019» конкурс ҫӗтерӳҫи тата лауреачӗ хӑйӗн педагогика опычӗпе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм уроксенче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартать.
Педагог тата вӗрентекен шухӑшланӑ тӑрӑх, Иван Яковлев — наци паттӑрӗ. Чӑваш Енре ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ-ха, анчах ун пирки республика тулашӗнче те пӗлмелле, ун ҫинчен ытти чӗлхепе те каласа кӑтартмалла тесе шухӑшлать Ольга Валериановна.
Хальхи вӑхӑтра кирек епле учрежденин те ҫӗнӗлле ӗҫлеме тивет. Ҫакӑ культурӑпа ӳнере те пырса тивет. Чӑваш Енӗн наци музейӗ, ав, «День музея в школе» (чӑв. Шкулти музей кунӗ) ҫутӗҫ проекчӗ пуҫарса янӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем чӗрӗ урок ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек заняти ҫамрӑк ӑрӑва тӑван тӑрӑх историйӗпе кӑсӑклантарса ярасса шанаҫҫӗ.
«Шкулти музей кунӗ» проекта хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗсен музейҫӑсене систермелле ҫеҫ — вӗсем шкула пырса та ҫитӗҫ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин Хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче «Реализация чувашского языка в XX в. — начале XXI в. в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре XX ӗмӗрте — XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхине аталантарни) темӑпа урок иртӗ.
Урока интерактивлӑ лекци мелӗпе, электрон презентаци евӗр йӗркелӗҫ. Вӗренекенсене Чӑваш чӗлхи кунӗ, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелес тата аталантарас енӗпе Иван Яковлев педагог-педагогӑн пӗлтерӗшӗ, Николай Ашмарин ӗҫӗ-хӗлӗ тата ытти кӑсӑклӑ нумай япала ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енри шкулсенче «Виҫӗ хӗвел» (вырӑсла — Три солнца) ятлӑ кӗске метрлӑ фильма кӑтартаҫҫӗ. Ӑна шкул ачисем хут пухса тунӑ укҫапа ӳкернӗ.
«Вести.Чувашия» телекурав пӗлтернӗ тӑрӑх, макулатура пуҫтарма 286 шкул хутшӑннӑ.
Фильма Шупашкарта, Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра тата Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Мами ялӗнче ӳкернӗ.
Кӗске метрлӑ кинолента чӑваш халапӗсемпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарать, ҫынсене юратма вӗрентет теҫҫӗ ӑна ӳкернисем.
Фильм сценарисчӗ тата режиссёрӗ – Елена Дубровская. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кинолентӑна «Киноуроки» (чӑв. Киноуроксем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ӳкернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн 37 кинолента ӳкернӗ, пӗтӗмпе 99 фильм ӳкерме тӗллев лартнӑ.
«Виҫӗ хӗвел» фильма Раҫҫейри мӗнпур шкулта класс сехечӗсен вӑхӑтӗнче кӑтартӗҫ.
Сӑмах май каласан, виҫӗ хӗвел пирки юмах-халап ытти хӑш-пӗр халӑхӑн фольклорӗнче те тӗл пулать.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта «Арҫури» авторне халалласа урок ирттернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Михаил Федоров ҫуралнӑранпа 171 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 8 класс ачисем чӑваш литература урокӗнче «Арҫури» поэмӑна тепӗр хут аса илнӗ, ӑна тишкернӗ. Юра Николаев поэма сыпӑкне пӗр-пӗр артистран кая мар вуласа пани А.М. Николаева вӗрентекене те, класри тантӑшӗсене те тыткӑнланӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Чӑваш Республикин картти ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ Сӗтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялне шыраса тупнӑ.
«Арҫури» юмахлатнӑ поэмӑн авторӗ 1848 ҫулта ҫуралнӑ та 1904 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Чӑрӑшкассисем «Арҫури» хайлав тӑрӑх ӳкернӗ сюжетсем пирки те тӗплӗ каласа панӑ, композиципе стильне тишкернӗ.
Кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине йышшӑнӑран 20 ҫул ҫитнӗрен авӑнӑн 2-мӗшӗнче республикӑри пур шкулсенче «Конституци урокӗ» ятпа пӗтӗм Раҫҫей уҫӑ урокӗсем иртӗҫ.
Ҫак уроксенче республика шкул ачисем патшалӑх влаҫӑн саккун тӑвакан органӗсен тата Республикӑри вырӑнти харпӑр тытӑмӗн депутачӗсемпе тӗл пулӗҫ, вӗсемпе кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе явма май пулӗ.
Унсӑр пуҫне авӑнӑн 3–14-мӗш кунсем хушшинче Республикӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче «Эпӗ — Раҫҫей гражданинӗ» ятпа Право пӗлӗвӗн кунӗсем: классри пухусем, Раҫҫей Конституцийӗ ҫинчен калаҫусем, тӗрлӗ куравсем тата конкурссем иртеҫҫӗ.
Килте ларсах паспорт илме е мӑшӑрланма заявлени ҫырма пултарасси темиҫе ҫул каялла пулмасла халапӑн туйӑннӑ-тӑр. Тӳррипе, ҫак икӗ пулӑшӑва кӑна мар, патшалӑх тата муниципалиетт учрежденийӗсем ун йышши вун-вун пулӑшу кӳреҫҫӗ. Тӗп услови — Тӗнче тетелне тухмалли май пурри.
Ҫӗнӗлӗх пирки пурте, тен, пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ-тӗр. Ҫавна ӑнлантарса парас тӗллевпе республикӑри шкулсенче нумаях пулмасть уҫӑ урок йӗркеленӗ. Унта 80 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов уҫнӑ, информаци политикин министрӗ Валентина Андреева вара электрон меслетпе хастаррӑн усӑ курма чӗнсе каланӑ. Урокра специалистсем Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ пирки тата унпа епле усӑ курмаллине ӑнлантарса панӑ.
Питер хулинче чӑвашла вӗрентекен вырсарни шкулӗ уҫӑлни ҫинчен пире пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗш урок кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче иртнӗ, ӑна Игнатова В.В. ирттернӗ. Пӗрремӗш урокра чӑваш алфавитне пӑхса тухнӑ, вырӑс чӗлхинче тӗл пулман сасӑсене тата хӑш-пӗр сӑмахсене вӗреннӗ. Тата ҫакна каласа хӑварма пулать: чи ватӑ вӗренекене 45 ҫул, чи кӗҫӗннине — 16 ҫул пулнӑ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 2-мӗш урок иртнӗ.
Чӑвашла вӗренес кӑмӑл пур пулсан (911) 781-48-19 инҫесаспа шӑнкӑравлама, е gilded.youth@gmail.com электрон адресӗпе ҫыхӑнма пулать. Уроксем А.С. Грибоедов ячӗллӗ вулавӑшра кашни вырсарникун тӳлевсӗр иртеҫҫӗ.
Chuvash.Org пӗрлӗх вырсарни урокӗсене ирттерме пуҫланӑшӑн савӑнать, ӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунать!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |