Килте ларсах паспорт илме е мӑшӑрланма заявлени ҫырма пултарасси темиҫе ҫул каялла пулмасла халапӑн туйӑннӑ-тӑр. Тӳррипе, ҫак икӗ пулӑшӑва кӑна мар, патшалӑх тата муниципалиетт учрежденийӗсем ун йышши вун-вун пулӑшу кӳреҫҫӗ. Тӗп услови — Тӗнче тетелне тухмалли май пурри.
Ҫӗнӗлӗх пирки пурте, тен, пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ-тӗр. Ҫавна ӑнлантарса парас тӗллевпе республикӑри шкулсенче нумаях пулмасть уҫӑ урок йӗркеленӗ. Унта 80 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов уҫнӑ, информаци политикин министрӗ Валентина Андреева вара электрон меслетпе хастаррӑн усӑ курма чӗнсе каланӑ. Урокра специалистсем Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ пирки тата унпа епле усӑ курмаллине ӑнлантарса панӑ.