Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 2027 ҫул Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.11.2026 11:52 | 23 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енре 2027 ҫул Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулассине ҫирӗплетсе хушӑва алӑ пуснӑ. Нумаях пулмасть «Чувашия Онлайн» платформӑра сасӑлав иртнине, унта хутшӑнакансенчен ҫуррине яхӑнӑшӗ ӑслӑлӑхшӑн сасӑланине сайтра хыпарланӑччӗ. Шӑпах ҫакна тӗпе хурса Олег Алексеевич йышӑну туса хушу кӑларнӑ.

Элтепер республика инженери шкулӗпе тивӗҫлипе мухтаннине палӑртнӑ. Ҫитес ҫул тӗп пулӑмсенчен пӗри тӗнче шайӗнчи аслӑ шкулсен хушшинчи кампус строительстви пулассине каланӑ, Раҫҫей правительствине заявкӑна ырланӑшӑн тав тунӑ. Олег Николаев ЧР Министрсен Кабинетне кӗске вӑхӑтра йӗркелӳ комитетне туса хума, унӑн йышне ҫирӗрплетме, тӗп мероприятисен планне хатӗрлеме хушнӑ, предприятисене, ӑслӑлӑх центрӗсене, аслӑ шкулсене тата муниципалитетсене ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

#Элтепер, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем