Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫамрӑк авторсен хайлавӗсен «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнеки пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли хатӗрленӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Васильева, редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Ирина Калентьева. Ҫӗнӗ кӗнекене 11 авторӑн: Нина Царыгинан, Екатерина Кошелеван, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинан, Анастасия Владимирован, Валентина Селенинан, Ирина Кошкинан, Мальвина Петрован, Анастасия Данилован, Екатерина Устинован, Олеся Михайлован — калавӗсем, юмахӗсем тата халапӗсем кӗнӗ. Хайлавсенчен чылайӑшӗ республика шайӗнче иртнӗ тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Сӑмахран, «Букварьтен – илемлӗ литературӑна ҫити», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Ҫӗнӗ хум» ятлисенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑри пысӑк аслӑ шкулсенчен пӗринче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, йышӑну кампанийӗ ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унчченхи ҫулсенчипе танлаштарсан хутсен икӗ мелпе йышӑнаҫҫӗ — Абитуриентӑн уйрӑм пӳлӗмӗ тата почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем урлӑ. Йышӑну комиссийӗнче 50 ытла ҫын ӗҫлет. Вӗсем ҫамрӑксен, вӗсен ашшӗ-амӑшӗн ыйтӑвӗсене йышӑнаҫҫӗ, пӑхса тухса хуравлаҫҫӗ. Кунсерен 1500 ытла шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ. Аслӑ шклута бакалавриат шайӗпе 1325 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 3400 ытла заявлени илнӗ. Абитуриентсем уйрӑмах суйлакан енсем ҫаксем: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи», «Фармация», «Юриспруденци», «Экономика», «Строительство». Техника факультечӗсенче 766 хысна вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Унта электроэнергетика тата электротехника, информатика и шутлав техники, радиоэлектроника тата автоматика, управлени тата социаллӑ технологи, машиностроени пӗлӗвне илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() musthaveforyou.mediasole.ru сайтри сӑн Шупашкарта зоопарк тума палӑртнӑ. Ҫитес 5 ҫулта Чӑваш Ен аталанӑвӗн комплекслӑ программинче ӑна хута яма 600 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хунӑ. Объекта ҫитес ҫул тума тытӑнасшӑн. Зоопарка 2026 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеҫҫӗ. 594 млн тенкине – Ростуризм, 6 млн тенкине республика уйӑрӗ. Хальлӗхе зоопарк ӑҫта пулассине пӗлтермен. Унччен ӑна Шупашкарти «Амазони» паркра тӑвасси пирки калаҫкаланӑ. Палӑртмалла: пирӗн республикӑра зоопарк ҫук. Шупашкарти А.Николавев ячӗллӗ паркра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Текӗрҫ ращинче зоокӗтессем ҫеҫ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lekoboz.ru сайтри сӑн Шупашкарта пӗр арҫын Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ аптекӑра медицина маски пӗр упаковка туяннӑ, куншӑн 70 тенкӗ тӳленӗ. Унччен вара вӑл 24 тенкӗ те 40 пуспа сутӑннӑ. Арҫын маскӑсем ытла та хаклӑ пулнӑран монополипе кӗрешекен службӑна ҫӑхав янӑ. Ӗнер ведомство сайтӗнче аптекӑна штрафлани пирки хыпар тухнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Аптека ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патӗнче маскӑсем 24 тенкӗ те 40 пус тӑраҫҫӗ, анчах ҫав кун техника чӑхӑмланӑран клиента 70 тенкӗпе сутса янӑ. Ҫапла майпа аптекӑна маска хакӗсем пирки суя информаци панӑран штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра планетари тӑвасси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. 2016 ҫулта ЧР Элтеперӗ «А.Г.Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Ӑна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра хута яма, унпа пӗрлех парка та ҫӗнетме палӑртнӑччӗ. Планетари 2018 ҫулта уҫӑлмаллаччӗ. Халӗ планетарие тепӗр 2 ҫултан тума тытӑнасса шантарнӑ. Ку тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ун валли 4 пин тӑваткал метр лаптӑк хатӗрлеме палӑртнӑ. Проектпа смета документацийӗ хатӗр. Федераци хыснинчен – 641,2 млн, Чӑваш Ен хыснинчен 160,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Планетарие 2025 ҫулта туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ вӑйлӑ ҫавраҫил ҫӗкленнине асӑрханӑ. Сайра тӗл пулакан ҫак пулӑма ирхи 10 сехет те 20 минутра курнӑ. Шыв варинкке евӗр ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. «Видеона чӳречерен ӳкертӗм. Варинкке ҫӳллӗшӗ нумай хутлӑ ҫурт пекчӗ е унран та ҫӳллӗрех пулӗ», — ӗнентернӗ «Прогород» хаҫата Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын. Шыври ҫавраҫиле «Погода в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫанталӑк) проект синоптикӗсем питӗ сайра тӗл пулакан пулӑм тесе хакланӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, шыври ҫавраҫил кӑнтӑр енчи тинӗссенче ҫӗкленет. Юлашки ҫулсенче ҫанталӑк пирӗ тӑрӑхра самай улшӑнчӗ те, нимрен те тӗлӗнме пӑрахрӑмӑр пулӗ... ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() roeselienraimond.com сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ҫырла пуҫтарма кайнӑ. Вӑл ҫӗлен сӑхнине те сисмен. Кӑштахран ывӑннине, пуҫ ҫаврӑннине, хырӑм ыратнине туйнӑ, хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑна илсе ҫитерсен унӑн артери юн пусӑмне те виҫеймен, вӑл анса ларнӑ. Чӗри минутра 120 хутчен тапнӑ, хӗрарӑм аран сывланӑ. Унӑн пурнӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлма пултарнӑ. Хӗрарӑмӑн анафилактика шокӗ ҫӗлен наркӑмӑшне пула аталанни палӑрнӑ. Унӑн шалти органӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Анестезиологсемпе реаниматологсем интенсивлӑ терапи ирттернӗ. Пӗр талӑкран пациентӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 25 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ. Ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн ҫын вилнӗ тӗслӗх юлашки хутчен 2017 ҫулта пулнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Александрова Приморье тӑрӑхӗнче иртнӗ экологи ишевне хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Экстремал ишевҫӗсем виҫӗ кунра 160 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ку хисепе ахальтен суйламан – Владивосток йӗркеленнӗренпе 160 ҫул ҫитнӗ. Ишеве регион пуҫлӑхӗ Олег Кожемяко уҫнӑ. Унтан кашни кун 7 сехетрен пуҫласа 21 сехет ҫурӑччен тӗрлӗ регионти спортсменсем 2-4-шар сехет ишнӗ, эстафетӑна пӗр-пӗрне панӑ. Эстафетӑна пирӗн ентеш Татьяна Александрова та хутшӑннӑ. Сӑмах май, вӑл 2013 ҫулта Беринг проливӗ урлӑ ишсе каҫнӑ, пӗлтӗр Вырӑс утравӗ тавра иртнӗ ишеве хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Нина Ивановапа Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑслакан Олег Николаев паян Шупашкарти «ЭКРА» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗнче пулнӑ. Унти радиоэлектроника аппаратурипе приборӗсен монтажникне Нина Иванована вӑл Раҫҫей Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «ЭКРА» Чӑваш Енӗн электротехника отраслӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗчӗк процессорлӑ аппаратура туса кӑларать, ӑна хута ярса ӗҫлеттерет. Предприятин оборудованийӗпе «Россети», «РусГидро», «Росэнергоатом», «Газпром», «Транснефть» йышши предприятисенче усӑ кураҫҫӗ. Пӗлтӗр предприяти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренӳпе практика лабораторийӗ уҫнӑ. Унта электроэнергетика енӗпе ӗҫлекен студентсене вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтра уҫӑлмалла, ачасем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче парта хушшине лармалла. Ку вӑл студентсене те пырса тивӗ. Ҫапла шаннине пӗлтернӗ Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев. Министр Улатӑр хулинче тата районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Унта вӑл Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов интервьюсенче Раҫҫей шкулӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлассине темиҫе хут та палӑртнине пӗлтернӗ. Паллах, санитарипе эпидемиологи мерисене пӑхӑнмалла. Вӗсене Роспотребнадзор каланине тӗпе хурса РФ Ҫутӗҫ министерстви хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем вӗренекенсене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенче юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |