Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 24 ҫулти хӗре ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ.
Экономистра ӗҫлекен 24 ҫулти хӗр патне ӗнер кӑнтӑрла палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, кредит илмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫук тесе хуравланине илтсен вӑл хӗрпе кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗ ҫыхӑнассине, ыйтӑва татса пама пулӑшассине шантарнӑ.
Ултавҫӑ тӗрлӗ номертен 30 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен хӗр ӑна банк карттин номерне, банк карттин виҫӗ цифрӑллӑ кодне, унтан тата смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.
Ҫапла вара палламан ҫынсем хӗр ячӗпе кредит илсе хӑйсен счечӗ ҫине 150 пин ытла тенке куҫарнӑ.
Улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ҫынсене ҫапла майпа улталаҫҫӗ тенине илтнине, анчах хӑй ҫакланасса шутламаннине пӗлтернӗ.